Йăпар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йăпар, Brehms Tierleben илнĕ иллюстраци , Small Edition 1927

Йăпар (лат. Desmana moschata) - чӗрчун, кĕлетки 20 сантиметртан вăрăмраххи сайăра тĕл пулать пулин те сарлакаскер пысăк курăнать. Çур килограмм таран туртать. Шывра пурăнать. Çĕр çинче çӳреме, шыв çийĕн ишме юратмасть. Çавна пулах шыв айĕнех "килне" кĕмелли 4 метра çити шăтăк чавать. 3-4 пӳлĕмлĕ йăвине типĕ курăкпа çемçетет. Йăпар йăвине нихçан та шыв илмест. Йăпар куçĕсем питĕ начар кураççĕ, анчах хобот евĕрлĕ сăмси питĕ аван "курать": шыв ăçталла юхнине, çывăхра мĕнле апат пуррине пĕтĕмпех сăмси каласа парать. Апата каçхине тухать. Хурт-кăпшанкă, йытпулли, сĕлĕх, ăман çиме кăмăллать. Хĕлле çывăрмасть. Апатланма сахалтарах çӳрет. Çулталăкра икĕ хутчен çăвăрлать, кашнинчех 4-5 çура. Уйăх çурăран хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. 4-5 çултан ытлашши пурăнмаççĕ. Пирĕн тăрăхра ĕлĕк сахал мар пулнă, юлашки çулсенче, ондатрасем ĕрчесе кайнă хыççăн, курăнмаççĕ. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]