Кабак
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кабак (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хупах — ĕçме-çиме çурчĕ.
Хупахсем Раççейре XVI ĕмĕрте хунама пуçланă. Чăвашра XVIII ĕмĕрте курăнма пуçлаççĕ. Ытларах чухне вĕсем Хурăн çулĕ иртнĕ пысăк ялсемпе хуласенче пулнă.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хупах тени чăваш чĕлхине икĕ майпа кĕме пултарнă. Пĕрремĕш мелĕ — нимĕç чĕлхинчен (kabacke, kaback) вырăс чĕлхи урлă. Иккĕмĕшĕ тутар чĕлхинчен: тутарсем хупах тесе çул хĕррипе вырнаçнă ĕçме-çиме çурчĕсене каланă. Тĕпрен илсен, чăваш чĕлхине хупах сăмах тутар чĕлхинчен кĕни тĕрĕсрех. Мĕншĕн тесен чăвашсем те хупах тесе çул хĕррипе вырнаçнă ĕçме-çиме çурчĕсене каланă.
Ытти ĕçме-çиме вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Прыжов И. Г. Исторія кабаковъ въ Россіи въ связи съ исторіей русскаго народа. — Хусан: Молодыя силы, 1914. — 292 с.