Мелевĕс районĕ
Мелевĕс райо́нĕ (пушк. Мәләүез районы) — Пушкăрт Республикин муниципаллă районĕ. Администраци центрĕ — Мелеуç хула.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Район Пушкăртстанăн кăнтăр енче вырнаçнă. Лаптăкĕ - 3254 км².
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Малтанах Мелевĕс территорине Ĕпхӳ кĕпернин Çтерлĕ уесĕнчи Мелевĕс, Зирган тата Арăслан вулăсĕсен çĕрĕсем пулнă.
Мелевĕс районне 1930 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Пушкăрт Автономи Республикин кантонĕсене пăрахăçласа ВЦИК президиумĕн йышăнăвĕпе 48 район туса хунă май йĕркеленĕ.
Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Район территорипе Ĕпхӳ—Ăренпур чукун çула, Ĕпхӳ—Ăренпур автотрассине хунă.
Çутĕç[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Районта 58 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ, çав шутра 14 вăтам; 30 массăллă библиотека, 50 клуб, 2 вырăнти пульницă. Вырăсла — «Путь Октября» тата пушкăртла — «Кунгак» - хаçатсем тухаççĕ.
Кану вырăнĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- «Пушкăртстан» наци паркĕ
- Нугуш шыв усравĕ