Песчанка (юханшыв)
Песчанка (вырăсларах куçарсан Хăйăр тĕпренчĕкĕ пулать) — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан пĕчĕк юханшыв, Чие шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Юханшыв çăлкуçĕ Хурашу (выр. Черноречье) ятлă пушă ялтан 5 çухрăм çурçĕрелле вырнаçнă. Юханшыв вăрăм мар, тăршшĕ ултă çухрăм кăна. Пысăк юпписем çук.
Пĕтĕмĕшле илес пулсан Песчанка хĕвеланăçнелле юхать. Юханшыв урлă Борпа Семёнов районĕн чикки иртет.
Ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхнăран ун хĕрринче никам та пурăнмасть.