1391—1353 (1386—1349 е 1405—1367) — Фараон Аменхотеп III. Вавилонипе Митанни хушшинчи тăнăçлă хутшăнусем. Династи енĕпе вĕсем çыханнă пулнă. Луксорта Амон-Ра храмне туса лартнă. Храмра Аменхотеп статуйисем — «Мемнон колоссĕсене» — туса лартнă.
1386 — Аменхотеп Эфиопири пăлхава пусарнă.
1353—1337 (1349—1334 е 1368—1351) — Фараон Неферкеперур Аменхотеп IV (Эхнатон). III Аменхотеппе Тия ывăлĕ. Тĕп хулана Фивăран çĕнĕрен тунă Ахетатон (Эль-Амарна) хулана куçарнă. Атон этепне кĕртнĕ. Женат на Нефертити. Ултă хĕр çуратнă, çав шутра Меритатен. Хеттсем Сири çине тапăннă.
1337—1325 — Фараон Тутанхамон (1352 тĕлн.—1325), Эхнатон кĕрӳшĕ. Пĕртытăмçă (1343 çултанпа). Мемфисре пурăнма тытăнать. Сирире лару-тăру кăштах лăпланать.
1325 — Тутанхамонăн тăлăх арăмĕ хеттсен патша ывăлне качча каясшăн пулнă, анчах та икĕпат вельможисем каччине вĕлереççĕ. Хеттсен патши Икĕпат çине варçăпа каять. Икĕпатсене çапса çĕмĕреççĕ. Анчах та эпидеми сиксе тухать те тыткăна лекнĕ икĕпатсеннчен хеттсене амак ерме тытăннине пула юлашкисем вăрçăна вĕçлеççĕ.
1325—1323 — Фараон Эйе, бывший начальник колесничьего войска.
1323—1295 (1350 тл.) — Фараон Хоремхеб, XVIII династири юлашки. Фивăра фараона суйланă хыççăн Мемфисе каять.