Пусă шывĕ (юрă)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пусă шывĕ
Юрă
Жанр лирикăлла юрă
альбомĕн трек-лисчĕ
-


"Пусă шывĕ" — ĕлĕкрех халăхра анлă сарăлнă юрă. Сăввине Николай Ефстафьев çырнă, кĕввине çыраканĕ Илья Степанов.

Юрă кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Пусă шывĕ"[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пусă шывĕ куç пек тăрă,
Витре тĕпĕ курăнать.
Кунĕ пулчĕ питĕ шăрăх,
Сивĕ шывшăн чун çунать.

Бригадир иртсе пыратчĕ,
Таврăнатчĕ уй-хиртен.
Тÿсеймерĕ çамрăк каччĕ
Шыв ыйтмасăр сар хĕртен.

Пусă шывĕ питĕ уçă
Кăшт сыпам та — ăш канать
Савнă хĕрĕн сенкер куçĕ
Çăлтăр евĕр туйăнать.

Ĕçрĕ каччă — транаймарĕ
Хĕрĕ ăшшăн пăхнăран.
Чĕренех-çке ун сăнарĕ
Кĕрсе юлчĕ паянтан.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]