37 — Консулсем: Марк Випсаний Агриппа (64-12) тата Луций Каниний Галл. Консул-суффект Тит Статилий Тавр (Каниний вырăнне).
37 — Помпейпе вăрçă тăсăлнă.
Пуш — Терентре Октавианпа Антоний вăхăтлăха хирĕçме чарăннă. Антоний Октавиана 120 карап панă, каялла 20000 легионера туяннă. Триумвирата 37-33 çулсене çити тăснă.
Хĕлле — Октавиан флота хатĕрлет, Байăра гавань тăвать.
37 — Антоний Сирие çитнĕ. Вăл Клеопатрăна Антиохине чĕнсе илнĕ те качча илнĕ. Клеопатрăна вăл Финикие, Келесирие, Кипра, Иудей пайне тата Тулаш Набати Аравине панă.
37 — Антонин рим çарĕ Антигона тыткăна илнĕ те вĕлернĕ. Гиркан каллех пĕрремĕш сăваплăх çынĕ пулса тăнă. Ирод - патша.
37-4 — Иудея патши Аслă Ирод (73-4). Мариамна, Гиркана II мăнукĕ - унăн арăмĕ.