Александр Гелиос (Хĕвел) — Марк Антонипе VII Клеопатра ывăлĕ, Клеопатра Селена (Уйăх) хĕрĕн йĕкĕрешĕ. Клеопатра VII вилнĕ хыççăн унăн шăпи паллă мар.
Клеопатра Селена (Уйăх) — Марк Антонипе Клеопатра VII хĕрĕ, Александр Гелиос (Хĕвел) йĕкĕрешĕ. Ливипе Кирена тăрамĕ, упăшки - Нумидипе Мавритани тăрамĕ Юбу II. Вĕсен Птолемей ывăл пулнă.
Гай Клавдий Марцелл Кĕçĕнни — рим консулярĕ. Юлий Цезарĕн тăшманĕ, республика енли. Пурнăçăн юлашки çулĕсенче Цезарьпе çураçнă та тăтăшах унпа опалăри республикансем хушшинчи элче пулнă.