Солдат.ru
Солдат.ru | |
URL: | = www.soldat.ru |
---|---|
Сайт тĕсĕ: | темăллă портал |
Регистраци: | кирлĕ (канашлура) |
Чĕлхе(сем): | вырăс чĕлхи |
Кĕревлĕх: |
Рейтинг@Mail.ru статистики |
Харпăрçă: | Архангельскри патшалăхăн "Шырав" социаллă астăвăм центрĕ |
Автор: | И. И. Ивлев |
Ĕçе пуçланă: | çу, 9 - 2000ç. |
2000
Солдат.ru — вăрçă историне, тĕпрен илсен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине тĕпчекен сайт.
Сайтпа канашлура шырав ĕçĕсене тата вăрçăра вилнĕ салтаксене астăвасси е хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпине палăртассине тимлĕн пăхса тухаççĕ.
Сайта Архангельскри патшалăхăн "Шырав" социаллă астăвăм центрĕн директорĕ Игорь Иванович Ивлев 2000-мĕш çулта хута янă.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Сайта хута яма АО "Артелеком" тата «WEB-артиль» (Архангельск тĕтелти реклама студийĕ пулăшнă [1]. 2000-мĕш çулти çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче уçнă.
Сайтра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă салтаксен шăпине палăртса вĕсен тăванĕсене пулăшаççĕ[2][3][4][5].
Сайт çинчен[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2012 çул вĕçне сайтăн тăп уйрăмĕсенче çакăн пек материалсем тупма пулать:
- тĕрлĕ патшалăхсен хĕçпăшаллă вăйĕсем çинчен (СССР, Раççей, Украина, Беларуç, Германи):
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçă тапхăрĕ çинчен истори тата çар справочникĕсем: командирсем (РККА тата РКВМФ), çар чаçĕсемпе хир почтисем, госпитальсен дислокацийĕ, чассем, административла пайлану, картăсем, «Военно-исторического журналăн» номересен тупмалли тата ытти те ;
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçă тапхăрĕнчи тĕрлĕ документсем (приказсем, сводкăсем тат ыт.);
- астăвăм материалĕсем: совет-фин вăрçинче фин пленĕнче вилнисен списокĕ, 326 Шталагра вилнисен списокĕ, Амерсфортри Совет мухтав хирĕнче пытарнисен списокĕ, Архангельск облаçĕнче çуралнисен Астăвăм кĕнеки тата ыт.;
- шырав отрячĕсен ĕçĕсемпе тата вилнĕ е хыпарсăр çухалнă салтаксен шăписемпе çыхăннă материалсем;
- вăрçă тематикипе çыхăннă ауди- видеоматериалсен тата сăнӳкерчĕксен пуххи.
Форумра 2011 çулăн пуçламăшĕнче 14600 çын регистрациленĕ. Форумăн тĕп уйрăмĕсем çак ыйтусемпе çыхăннă:
- вăрçăра вилнисен тата хыпарсăр çухалнисен шăпипе çыхăннă материалсем шырани
- тупнă медальонсене расшифровка тăвасси тата шырав юхăмĕн ытти аспекчĕсем;
- СССР тата СССР хыççăн хĕçпăшаллă вăйĕсен историйĕ;
- «Мемориал» тата «Халăх аттăрлăхĕ» данныйсен базисене сӳтсе явни тата йăнăшсене тӳрлетни.
Сайт ертӳçисемпе форума хутшăнакансем астăвăм данныйсен базине кĕресине чаракланине хĕрӳллĕ хирĕçлеççĕ[6][7][8].
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ О нас
- ^ Это было недавно, это было давно… (выр.). Александровский Голос Труда (01.02.2012). çăлкуçран архивланă 11 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Тамара Дмитриенко. Найдены родственники погибшего алтайского фронтовика (выр.). [1] (17.08.2009). çăлкуçран архивланă 11 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Ульяна пчекен сайт. Звезда Абдурахмана Сейнароева (выр.). Псковская провинция (28.12.2011). çăлкуçран архивланă 11 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Т. Юшина. Мемориал: Они не пропали без вести (выр.). Каширские известия. çăлкуçран архивланă 11 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Поисковики вынуждены обратиться за помощью к Президенту (выр.). Поморский центр публичной политики (11.02.2010). çăлкуçран архивланă 11 Утӑ уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- ^ Письмо Президенту РФ о скрытии сведений ОБД «Подвиг народа» — или «подарок» от МО РФ всему народу к Новому году. 12 декабря 2010 г.
- ^ Письмо Президенту РФ Д. А. Медведеву о восстановлении доступа пользователей к сведениям ОБД «Мемориал». 31 января 2010 г.