Тайăм
Тайăм, — глагол кăтартакан ĕç е тăрăм чăнлăхпа еплерех çыхăннине кăтартакан грамматика категорийĕ. Тайăм форми глагол тĕпĕ çумне ятарлă аффикс хушăннипе пулать.
Чăваш чĕлхинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш чĕлхинче тăватă тайăм: кăтарту, хушу, ĕмĕт тата килĕшÿ.
Кăтарту тайăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кăтартса калани хорми ĕç каличчен пулса иртнине, халь пулса пынине тата каланă хыççăн пулассине пĕлтерет (Эпĕ кĕнеке вуларăм. Ача çыру çырать. Ыран эпир кинона каятпăр). Çавăнпа кăтартса каланин виçĕ вăхăт — иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăчĕ — хорминче пулать.
Кăтартса каланин ятарлă морфологи палли (аффиксĕ) çук, унăн пĕлтерĕшне вăхăт тата сăпат аффиксĕсем кăтартаççĕ: вула-т-ăп, вĕрен-ет-ĕп, çыр-т-ăм, кай-ăп, итл-ĕп-ĕр.
Хушу тайăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хушу калани хорми ĕçе тума хушнине пĕлтерет (Эсĕ шутла. Эпĕ ĕçлем. Вăл çыртăр). Ку каланин пулăвĕ кашни сăпатра хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕл-е-м, эсĕ пĕл, вăл пĕл-тĕр; эпир пĕл-е-р, эсир пĕл-ĕр, вĕсем пĕл-ччĕр. Хирĕçлев пĕлтерĕшĕ каллех хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕлем мар, эсĕ ан пĕл, вăл ан пĕлтĕр; эпир пĕлер мар, эсир ан пĕлĕр, вĕсем ан пĕлччĕр.
Хушса каланин 2 сăпат хорми чăваш глаголĕн тĕпĕ шутланать (кай, пĕл, вула, итлĕ).
Сăпат формисен хушу пĕлтерĕшĕ пурин те пĕр пек мар: 2 сăпат форми ĕçе тума хушнине тулли, вăйлă палăртать пулсан, ыттисен пĕлтерĕшĕнче хушу сĕмĕ вăйсăртарах.
Ĕмĕт тайăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ĕмĕтленсе калани ĕçе тума ĕмĕтленнине пĕлтерет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -ăтт (-ĕтт), -ĕчч аффикс хушăннипе пулать (кай-ăтт-ăм, кай-ăтт-ăн, кай-ĕчч-ĕ; кай-ăтт-ăм-ăр, кай-ăтт-ăр, кай-ĕчч-ĕ-ç). Хирĕçлев аспекчĕн хорми глагол тĕпĕпе тайăлу аффиксĕ хушшине -м аффикс кĕрсе ларнипе пулать (кай-м-ăтт-ăм, кай-м-ăтт-ăн, кай-м-ĕчч-ĕ).
Килĕшӳ тайăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Килĕшсе каланипе усă кураканни пĕр-пĕр ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç вĕçленĕвĕ кирек мĕнле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерет. Каланин пĕлтерĕшне тăвакан аффиксĕ -ин тата -ăсă (-ĕсĕ): эпĕ кай-ăп-ин, эсĕ кай-ăсă-н, вăл кай-ин; эпир кай-ăп-ăр-ин, эсир кай-ăсă-р, вĕсем кай-ĕ-ç-ин. Çак каланин хирĕçлев аспекчĕ -м аффикс хушăннипе пулать: эпĕ кай-м-ăп-ин, эсĕ кай-м-ăсă-н, вăл кай-м-ин.
Ку тайăмăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпат формисемпе кулленхи калаçура сайра усă кураççĕ.
Вырăс чĕлхинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вырăс чĕлхинче виçĕ тайăм: кăтарту, ĕмĕт тата хушу.