Шули
Шули - шыв чăххисен йышне кĕрекен кайак.
Уйрăмлăхĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шули ытти кайăксенчен çинçе те вăрăм тата тӳрĕ сăмсипе плăрса тăрать Çавăн пекех унăн сарă урисем çав тери вăрăм. Тĕкĕ икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕри сăрă-хăмăр тĕслĕ, хура пăнчăсемлĕ, тепĕр тĕсĕ сăрă, хырăм айĕ шурă, пуçĕпе мăйĕ вара çутă сăрă тĕслĕ. Кĕлетки 23 сантиметр кăна, 55-85 грамм таять.
Апачĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку кайăк ытларах хурт-кăпшанкăпа тата шывра пурнакан çурăм шăммисĕррисемпе тăранса пурнать, апатне шырама ăна вăрăм сăмси питĕ пулăшать
Ӗрчевĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Шулисем Африкăра хĕл каçаççĕ. Çура пирĕн ене вĕçсе килеççĕ. Килсен туй вăййи пуçлаççĕ. Çĕртмере чĕпсем тухаççĕ. Çурла уйăхĕнче ку кайăксем кăнтăра вĕçеççĕ.