Кристиан Кент Нельсон, дан кăкĕнчен тухнă АПШ гражданинĕ, ача-пăча валли пылак тăваканскер, пĕррехинче ăнсăртран мороженое çине шоккăлот глазурĕ янă. Эскимо çĕнĕ партине Рассел Стовер партнёрпе хатĕрленĕ. Çĕнĕ çимене «эскимо пай» (акăл.Eskimo Pie — «эскимос кукăлĕ») ят панă. Промăçлăхри пĕрремĕш партине, 25 пин эскимона, 1920 çулта туса кăларнă.
Шарль Жерве, сыр тăвакан «Gervais» компание йĕркелекенĕ, Парисри кинотеатрсенче шокколатпа глазурьленĕ мороженое. Ун чухне эскимоссем пирки «Çурçĕрти Нанук» документлă фильм кăтартнă. Çапла ĕнтĕ çак сорта «эскимо» теме тытăннă.