Контент патне куҫ

Гиперкоррекци (лингвистика): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Çĕнĕ страница "'''Гиперкоррекци''' е '''гиперкорректлăх''' (авлхи гр. ὑπέρ çийĕн, çÿлтен; латин ч…"
 
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
16-мĕш йĕрке: 16-мĕш йĕрке:
== Каçăсем ==
== Каçăсем ==
* [http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2490.html Agabazar: Мӗн вӑл гиперкоррекци?]
* [http://ru.chuvash.org/blogs/comments/2490.html Agabazar: Мӗн вӑл гиперкоррекци?]
* [http://lingvoforum.net/index.php?topic=4142.0 Лингвофорум. Тема: «Гиперкоррекция» ]


[[категори:Лингвистика]]
[[категори:Лингвистика]]

12:43, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси

Гиперкоррекци е гиперкорректлăх (авлхи гр. ὑπέρ çийĕн, çÿлтен; лат. correctio тÿрлетни, юсани «шутсăр вăйлă тĕрĕслĕх»,) — чĕлхе пĕлĕвĕнче сăмахăн этимологине йăнăш ăнланса е орфографи йĕркевĕсене пĕлмесĕр усă курса урăхла çырни тата урăх формăпа усă курни е усă курма ăнтăлни. Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни.

Гиперкорректлă формăсем ача-пăча чĕлхинче час-часах тĕл пулаççĕ.
Çавăн пекех ку термин лингвистикăри ытти пулăмсене те палăртма пултарать.

Тĕслĕхсем

Орфографи йĕркевĕсене тĕрĕс мар ăнланнăран пулнă гиперкоррекци

  • Орфографи йĕркевĕсен 75-мĕш парграфĕ[1] тĕрлĕ компонентран тăракан ăнлавсене уйрăм е дефиспа çырма хистенипе пĕрлех, вĕсене пĕрле çырма та ирĕк парать. Çавнашкал ирĕкпару параграфăн уйрăлми пайĕ пулса тăракан асăрхаттарура çырăннă. Анчах та хăшĕсем, "ку асархаттару çеç" текелесе, хăйсене те, ыттисене те çав ăнлавсене пĕрле çырма сăлтавсăрах чарса тăраççĕ, çапла вара гиперкорекци çулĕ çине тăраççĕ.
  • Орфографире -тăк, -тĕк татăксене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассине ятăрласа палăртман[1]. Анчах та хăшĕсем çавна пусахласах уйрăм (дефиспа мар, пĕрле мар) çырмашкăн сăлтавсăрах хистеççĕ. Тĕрĕссинех йăнăш вырăнне хуни ку.

Ăнлавăн этимологине йăнăш ăнкарнăран пулнă гиперкоррекци

  • Калăпăр, кам та пулсан хурлăхан сăмаха "хурлă" тата "хан" сăмахсенчен пулнă пек туйса илме пултарать — "печальный хан" (вырăс.) имĕш. Çапла вара хурлă хан евĕрлĕ çырас çул çине тăма пултарать.

Урăх чĕлхе витĕмĕпе пулнă гиперкоррекци

Ку япала чăваш чĕлхинче ытларах вырăс чĕлхин витĕмĕпе сиксе тухать.

Вуламалли

  • Ахманова О. С. Гиперкорректность // Словарь лингвистических терминов. — Изд. 4-е, стереотипное. — М.: КомКнига, 2007. — 576 с. — 2500 экз. — ISBN 978-5-484-00932-9

Асăрхавсем

Каçăсем