Орфографи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Орфографи (гр. ορθο «тӳрĕ», «тĕрĕс», γραφος «çыратăп») — тĕрĕс çырмалли правилăсен пуххи. Чĕлхе аталаннăçемĕн унăн орфографи правилисем те улшăнсах тăраççĕ. Тĕслĕхрен, чăваш чĕлхин хальхи орфографине революцичченхи орфографипе танлаштарса пăхас пулсан вĕсем хушшинче чылай уйрăмлăх асăрхама пулать.

Орфографи пирки пĕтĕмĕшле ăнлантарни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Орфографи уйрăм сăмахсене епле çырассине палăртать. Çапла вара унăн "хатĕрĕсен" шутĕнче саспаллисем пулса тăраççĕ. Çавăн пекех орфографи паллисен шутне дефиса тата çаван пекех апострофа те кĕртме пулать, мĕншĕн тесен вĕсем сăмахсен тулашĕнче мар тăраççĕ. Орфографие грамматика нормисемпе пăтраштармалла мар[1][2].

Чăваш орфографийĕ пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи вăхăтра чăваш орфографиче икĕ система палăрать: вĕсенчен пĕри йышăннă сăмахсене, тепри чăваш сăмахесене çырассипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, пĕр пек илтĕнекен сасăсене йышăннă сăмахсенче пĕр тĕрлĕ, чăваш сăмахĕсенче урăх тĕрлĕ çырасси тахçанах çирĕпленнĕ (танлаштарăр: парта — атă, сумка — ватă, партире — (ун) хӳттинче, библиотека — атте, иккĕ т.ыт.те). Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене XIX ĕмĕрĕн 1920—1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин фонетика саккунĕсене пăхăнса çырма тăрăшнă пулнă, тĕслĕхрен, пиплиоттеккă, поттаниккă, кеолоки, тиректăр, текрет, Порис т.ыт.те. Анчах та ку йĕрке 1933 çулччен çеç тытăнса тăнă. Чăваш алфавитне б, г, д, ж, з саспаллисене кĕртсен вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене çаплипех çырма тытăннă библиотека, ботаника, геологи, директор, декрет, Борис). Орфографири тепĕр тавлашуллă ыйту вăл — сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси. Çак ыйтусене вĕçне çитиччен татса парас тĕллевпе республикăри орфографи комиссийĕ 1961 çулта чăваш орфографийĕнче реформа туса ирттерет. Йышăннă сăмахсене çырас тĕлĕшпе кĕртнĕ улшăну сăмах тĕпне пуçламăш формăра та, ытти формăсенче те пĕр пек çырассипе çыхăнна (тĕслĕхрен: парт+ă — партă+на — партă+ра; клас — клас+ра, клас+ран) Унччен пĕрле çырнă нумай сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырассине çирĕплетнĕ. Анчах тепĕр тăватă çултан, 1961 çулта çĕнетнĕ правилăсене йышăннă сăмахсен тĕпне пур формăра та пĕр пек çырас принципа (чылай сăмах майлашăвне уйрăм çырассине) пăрахăçа кăларнă. 1994 çулта орфографи комиссийĕ орфографие хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пуринчен ытларах сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассипе çыхăннă.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Ч. I. Ч., 1954;
  • Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем. Ш., 1992
  • Элли Илле. Мĕн вăл орфографи? — "Илем" хаçат, 1994, апрель, 1.
  • Кузьмина С. М., Теория русской орфографии, М., 1981;
  • Опыт совершенствования алфавитов и орфографий языков народов СССР, М., 1982;
  • Venezky R. L., The structure of English orthography, The Hague, 1970;
  • Nerius D., Scharnhorst J., Grundpositionen der Orthographie, в кн.: Theoretische Probleme der deutschen Orthographie, Bd 16, B., 1980;
  • Catach N., L’orthographie française. Traité théorique et pratique, [P.], 1980 (лит.);
  • Henderson L., Orthography and word recognition in reading, L., 1982 (лит.);
  • Kohrt M., Problemgeschichte des Graphembegriffs und des frühen Phonembegriffs, Tübingen, 1985.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]