Çĕнтерӳ Ялавĕ
Çĕнтерӳ Ялавĕ | |
150-мĕш II степеньлĕ Кутузов орденлĕ тата Идрица стрелок дивизин штурм ялавĕ | |
Пропорци | 188 см : 82 см |
---|
Çĕнтерӳ Ялавĕ — Хĕрлĕ Çар салтакĕсем Алексей Берест[1][2][3], Михаил Егоров тата Мелитон Кантария 1945 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Берлинхулинчи рейхстаг çурчĕн куполĕ çине[4] хăпартса лартнă 150-мĕш II степеньлĕ Кутузов орденлĕ тата Идрица стрелок дивизин штурм ялавĕ[4].
Раççей саккун тăваслăхĕ йышăннипе, «Çĕнтерӳ Ялавĕ» совет халăхĕн тата унăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсем нацист Геманине Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтерĕвĕн официаллă символĕ, Раççейĕн патшалăх реликвийĕ» шутланать, «курăнмалла вырăнта ĕмĕрлĕхех упранать»[4]. Çаплах Çĕнтерӳ Ялавĕ Беларуçре (1996-па)[5], Днестрçумĕнче (2009-па)[6] тата Украинăра (2011-па)[7] Çĕнтерӳн официаллă символĕ шутланать.
Хăйĕн сăнĕпе Çĕнтерӳ Ялавĕ — вăрçă хирĕнче туса хатĕрленĕ импровизациленĕ СССР Патшалăх ялавĕ. Йывăç авăр çине пĕр сийлĕ тӳрĕ кĕтеслĕ 82 см тата 188 см калăпăшлă хĕрлĕ пусма, питĕнче, авăр çумĕнче кĕмĕл пиллĕк тăрăллă çăлтăра, çурлапа мăлатука, пусман ытти пайĕнче шурă саспаллисемпе тăваттă йĕрке çырнă: «150 стр. ордена Кутузова II ст. идрицк. див. 79 C.К. 3 У. А. 1 Б. Ф.»[8] (150-я стрелковая ордена Кутузова II степени идрицкая дивизия 79-го стрелкового корпуса 3-й ударной армии 1-го Белорусского фронта), пусман тӳнтер енче авăр çумĕнчи аялти кĕтесĕнче — «№ 5» çырнă[9].
Хăпартнине каласа кăтартни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шатилов В. М. Знамя над рейхстагом. 3-е изд. — М.: Воениздат, 1975
- Сапрыков В. Н. Дважды победное. — М.: «Московские учебники — СиДипресс», 2008 г.
- Ямской Н. П. Кто брал Рейхстаг. Герои по умолчанию. — М.: Олма-Пресс, 2006
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Центральний музей ЗС України видав чергову сторінку «Історичного календаря», присвячену Герою України Олексій Бересту. // www.kmu.gov.ua
- ^ Олександр Левченко. Повернення із забуття 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. // www.obriy.pib.com.ua
- ^ Володимир Проненко. «Якщо щось трапиться з Єгоровим і Кантарією, Берест дійде обов’язково…» 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. // www.dt.ua
- ^ 1, 2 тата 3 Федеральный закон от 7 мая 2007 г. № 68-ФЗ «О Знамени Победы» // Собрание законодательства Российской Федерации от 14 мая 2007 г. № 20 ст. 2369
- ^ Указ Президента Республики Беларусь от 06.05.1996 № 158 «О Знамени Победы»
- ^ Красное Знамя Победы стало одним из официальных символов Приднестровья// www.rian.ru
- ^ Янукович узаконил знамя Победы // www.lenta.ru
- ^ Иванов К. А. Флаги государств мира. — М.: Транспорт, 1971, С.23
- ^ Донесение командующего 3-й ударной армией начальнику главного политического управления Красной Армии о бое за Рейхстаг и водружении над ним знамени Победы // militera.lib.ru
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи» порталĕ | |
Category:Victory Banner Викиампарта? | |
«Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи» проекчĕ |
- Çĕнтерӳ Ялавĕ пирки сайт 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Валерий Яременко. Кто поднял знамя над рейхстагом? Героическая история и пропагандистский миф 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. // Polit.ru
- Символ Знамени Победы, вывешенный ко Дню Победы над зданием чебоксарской городской администрации 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. // www.thelook.ru
- Игорь Красяков. Знамя Победы 2005 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ. // www.karavan.tver.ru
- Вилен Люлечник. Правда о Знамени Победы // www.russian-globe.com
- Венское знамя Победы 2010 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. // www.regnum.ru