Çĕнтерӳ Ялавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çĕнтерӳ Ялавĕ
150-мĕш II степеньлĕ Кутузов орденлĕ тата Идрица стрелок дивизин штурм ялавĕ
Пропорци 188 см : 82 см

Çĕнтерӳ ЯлавĕХĕрлĕ Çар салтакĕсем Алексей Берест[1][2][3], Михаил Егоров тата Мелитон Кантария 1945 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Берлинхулинчи рейхстаг çурчĕн куполĕ çине[4] хăпартса лартнă 150-мĕш II степеньлĕ Кутузов орденлĕ тата Идрица стрелок дивизин штурм ялавĕ[4].

Раççей саккун тăваслăхĕ йышăннипе, «Çĕнтерӳ Ялавĕ» совет халăхĕн тата унăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсем нацист Геманине Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтерĕвĕн официаллă символĕ, Раççейĕн патшалăх реликвийĕ» шутланать, «курăнмалла вырăнта ĕмĕрлĕхех упранать»[4]. Çаплах Çĕнтерӳ Ялавĕ Беларуçре (1996-па)[5], Днестрçумĕнче (2009-па)[6] тата Украинăра (2011-па)[7] Çĕнтерӳн официаллă символĕ шутланать.

Хăйĕн сăнĕпе Çĕнтерӳ Ялавĕ — вăрçă хирĕнче туса хатĕрленĕ импровизациленĕ СССР Патшалăх ялавĕ. Йывăç авăр çине пĕр сийлĕ тӳрĕ кĕтеслĕ 82 см тата 188 см калăпăшлă хĕрлĕ пусма, питĕнче, авăр çумĕнче кĕмĕл пиллĕк тăрăллă çăлтăра, çурлапа мăлатука, пусман ытти пайĕнче шурă саспаллисемпе тăваттă йĕрке çырнă: «150 стр. ордена Кутузова II ст. идрицк. див. 79 C.К. 3 У. А. 1 Б. Ф.»[8] (150-я стрелковая ордена Кутузова II степени идрицкая дивизия 79-го стрелкового корпуса 3-й ударной армии 1-го Белорусского фронта), пусман тӳнтер енче авăр çумĕнчи аялти кĕтесĕнче — «№ 5» çырнă[9].


Хăпартнине каласа кăтартни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Центральний музей ЗС України видав чергову сторінку «Історичного календаря», присвячену Герою України Олексій Бересту. // www.kmu.gov.ua
  2. ^ Олександр Левченко. Повернення із забуття 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. // www.obriy.pib.com.ua
  3. ^ Володимир Проненко. «Якщо щось трапиться з Єгоровим і Кантарією, Берест дійде обов’язково…» 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. // www.dt.ua
  4. ^ 1, 2 тата 3 Федеральный закон от 7 мая 2007 г. № 68-ФЗ «О Знамени Победы» // Собрание законодательства Российской Федерации от 14 мая 2007 г. № 20 ст. 2369
  5. ^ Указ Президента Республики Беларусь от 06.05.1996 № 158 «О Знамени Победы»
  6. ^ Красное Знамя Победы стало одним из официальных символов Приднестровья// www.rian.ru
  7. ^ Янукович узаконил знамя Победы // www.lenta.ru
  8. ^ Иванов К. А. Флаги государств мира. — М.: Транспорт, 1971, С.23
  9. ^ Донесение командующего 3-й ударной армией начальнику главного политического управления Красной Армии о бое за Рейхстаг и водружении над ним знамени Победы // militera.lib.ru

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]