Çĕленсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çĕленсем (лат. Serpentes) — шуса çӳрекенсен класне кĕрекен, хупăллă чĕрчунсем. Çĕленсем Антарктидапа Ирланди тата Çĕнĕ Зеланди пек темиçе мăн утравсемсĕр тата Атлантикаллă океанпа Лăпкă океанăн вăта пайĕн нумай пĕчĕк утравĕсемсĕр пуçне, пур континентсем çинче те пурăнаççĕ. Хăшпĕр çĕленсем наркăмăшлă, наркăмăшсăррисен шучĕ нумайрах тĕслĕ.

Наркăмăшлă çĕленсем наркăмăшĕпе ытларах хăйне сыхлама мар, пулас апатне вĕлерсе çиме усă кураççĕ. Хăшпĕр çĕленсем наркăмăшĕ питĕ вăйлă,— çынна вĕлерме те пултарать. Наркăмăшсăр çĕленсем тытнă апатне е чĕрĕллех (хурăн пуçлă çĕлен), е малтан пăвса вĕлерсе (пăвакан çĕлен) çăтаççĕ.

Çĕр çинчи чи паллă хальхи çĕленсем — сĕрекеллĕ питон тата пăвакан шыв çĕленĕ — анаконда. Халь пурăнакансен чи вĕтĕ çĕленсен — Leptotyphlops carlae тăршшĕ — 10 сантиметртан та иртместь. Çĕленсен тăршшĕ ытларах чух пĕр метртан иртмест.

Çĕленсене тĕпчекен ăслăлăха серпентологи теççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]