Çаврăмлă куçăм
Çаврăмлă куçăм — механикăлла куçăмăн пĕр тĕсĕ. Материаллă пăнчă кунашкал куçсан, вăл çавракăш йĕрĕпе пырать. Енчен те абсолютлă хытă ĕскерĕн кунашкал куçăмĕ-тĕк, лешĕн кашни пăнчи çавракăшпа пырать, асăннă çавракăшĕсем вара паралеллĕ лаптаксем çинче, вĕсен варрисем пĕр йĕр вырнаçнă, хайхи йĕре çаврăнăвăн тĕнĕлĕ теççĕ. Çаврăну тĕнĕлĕ ĕскер витĕр е унăн тулашĕнче иртет. Çаврăну тĕнĕлĕ, пĕтĕмĕшле илсен, хускалаканни те, хускалманни те пултарать (мĕнле пуçлав системипе çыхăнтарнине кура).
Çаврăну тĕнĕлсене еплерех суйласа илнине кура, тĕрлĕрен татах та кăткăсрах çаврăмлă куçăмсем патне пырса тухма пулать. Сăмахран, сферăлла куçăм текенни пур (тĕнĕлĕн пĕр пăнчи палăртнă вырăнтах тăрать, тĕнĕлĕн ытти пăнчисен вырăнĕсем улшăнаççĕ). Тепĕр кирлĕ ăнлав — çаврашкалла куçăм.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Джанибеков демонстрирует пример вращения абсолютно жесткого тела, закрученного вокруг оси, не совпадающей с осью наименьшего или наибольшего момента инерции
- Вращение твёрдых тел в невесомости вокруг разных осей
- Б. Яворский А. Детлаф, Физика, М.: Дрофа, 1998.
Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |