Çерçи хурчки
Курӑнакан калӑплав
Çерçи хурчки — кăвакарчăнтан пĕчĕкрех кайăк.
Вăрманта пурăнать. Хĕлле ял-хула çывăхнелле куçать.
Çăмартисем (4-5) шурă, хăмăр пăнчăсемлĕ.
Çерçи хурчкисен тĕп апачĕ - тĕрлĕрен пĕчĕк вĕçен кайăксем: салакайăк, пимпа, тăри, шĕпшĕл, кăсăя. Тытас кайăка уçланкăра е çул хĕрринче пытанса ларса сыхлаççĕ. Хăвăрт тапăнса чĕрнисемпе ярса илеççĕ. Хĕллехи вăхăтра ял-хула çывăхĕнче кăвакарчăнсене, чанасене тапăнать, килти чăхсене те тытма пултарать. Ытти кăйкăрсемпе танлаштарсан, ярăнса вĕçсе çӳремест.
Хĕл каçма кăнтăралла каймасть.
Пирĕн республикăра пур çĕрте те пур, анчах йышлă мар.