Çутçанталăк философийĕн математикăлла пуçламăшĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Çутçанталăк философин математика пуçламăшĕсем (лат. Philosophiæ Naturalis Principia Mathematica) — Ньютонăн тĕп хуракан ĕçĕ, унта вăл классика механикин никĕслекен пĕтĕм тĕнчери туртăм саккунĕпе Ньютонăн виçĕ саккунне ăнлантарса панă.

Хайлавăн кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак ĕçе тума тытăнни, Евклидăн «Пуçламăшĕсемпе» пĕр танах, 1682 çулта пуçланать, ун чухне Галлей комети иртсе пыни тӳпе механикине питĕ çӳле хăпартнă. Эдмонд Галлей Ньютона хăйĕн «пĕрлехи куçăм теорине» пичетлеме ӳкĕтленĕ. Ньютон килĕшмен. Вăл пĕрмаях хăйĕн тĕпчев ĕç-хĕлĕнчен уйрăласшăн пулман.

Галлей 1684 çулхи çурла уйăхĕнче Кембриджа çитсе хăйсем Ренпа тата Гукпа туртăмлăх саккунĕнчен планета орбитисен эллипсăллăхне тупасси пирки канашланă, анчах та епле тавассине чухласа илеймен. Ньютон хăйĕн çирĕплетӳ пурине пĕлтерет, тепĕртакран ăна Галлея ярса парать. Лешĕ тӳрех пĕтĕмлетӳпе меслечĕн паллăлăхне ăнланса илет, чӳк уйăхĕнче каллех Ньютон патне пырать те ăна хăйĕн тĕпчев ĕçĕсене пичетлеме çавăрать[1].

1684 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнчи Патшалăх этем пĕрлешĕвĕнче протоколĕсенче çапла çырнă[1]:

Галлей хуçа … анчахрах Кембриджра Ньютон м-па тĕл пулнă та вăл ăна кăсăк «De motu» [Куçам пирки] трактата кăтартнă. Галлей хуçа шухăшĕпе, Ньютон асăннă çак трактата Пĕрлешӳре кăтартма килĕшнĕ.

Вырăсла куçарнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Kуçарнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1687, 1713, 1726 (@ https://cudl.lib.cam.ac.uk/)

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1 тата 2 Карцев В. П., 1987, с. 194-195, 205-206.