Контент патне куҫ

Ăрăмçă (фильм, 1982)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Знахарь (фильм) пăхăр.
Ăрăмçă
Znachor
Фильм постерĕ
Жанр Мелодрама,
Драма
Режиссёр Ежи Гофман
Сценари
авторĕ
Яцек Фуксевич,
Ежи Гофман
Тĕп рольсенче Ежи Биньчицкий
Анна Дымна
Оператор Ежи Госьцик
Композитор Пётр Марчевский
Кинокомпани Zodiak
Тăсăлу 127 мин
Патшалăх ПХР
Чĕлхе поляк
Çул 1981
IMDb ID 0084953

«Ăрăмçă» (пол. Znachor) — Ежи Гофман поляк режиссёрĕн фильмĕ[1]. Премьера 1982 çулхи акан 12-мĕшĕнче иртнĕ. Тадеуш Доленги-Мостович çыравçă 1937 çулта хайланă пĕр ятлă романĕн иккĕмĕш экранизацийĕ (Пĕрремĕш хут 1937 султа çапса илнĕ).

Вăрçăсем хушшинчи Польша. Паллă хирург, Рафал Вильчур профессора инкек çапать, унăн пурнăçĕ пĕтĕмпех улшăнса каять. Авлансан 8 çул иртсен, Вильчур сасартăк савнă арăмĕ Беата, урăх арçынна юратнипе, ăна пăрахса Марыся хĕрачине илсе каяссине пĕлет. Рафал чунĕ çав тери хурланнипе кабака эрех ĕçме кĕрет, урама тухсан ун çине бандитсем тапăнаççĕ. Вильчура пуçĕнчен чулпа çапса укçине сăптăрса пăрахса хăвараççĕ. Профессор урамра укçасăр, документсăр тăрса юлать тата астăвăма çухатать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]