Контент патне куҫ

Ăслă çурт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ăслă кил пăхăр.

Ăслă çуртçуртсемпе ускуракансене хăрушсăрлăха, ресурса упрассине тата комфортпа тивĕçтерекен система. Ансат чухнехи тĕслĕхре унăн çуртра пулса иртекен конкретлĕ ситуацисене асăрхамалла, адекватлă вĕсене тӳрлетмелле: системăсенчен пĕри унченех хатĕрленĕ алгоритмсемпе ыттисен тыткаларăшĕсене тытăмласа пыма пултарать. Унсăр пуçне, темиçе кĕçĕн системăсене автоматизацилени пĕтĕм комплекса синергетика эффектне парать.

Çак комплекс ăшăтакан тата кондиционерлекен системăсене шайлашуллă майлаштарса пырать, çаплах системăсене чĕртме/сӳнтерме кирлĕ факторĕсене контроллет. Урăх сăмахсемпе, автоматизациленĕ режимĕнче, шалти/тулти параметрсене пула мĕнпур инженери системисемпе электрохатĕрлĕшсен ĕçĕсен режимне йĕрлесе тăрать.

1987 çулта Совет Пĕрлешĕвĕнче кил-çурта радиоэлектронла хăтлакан «СФИНКС» проектне кăтартнă, тĕрĕссипе вăл хальхи ăслă кил идейине асилтерет. Проектăн тĕп тĕшши темиçе блокран тытăмланă вăта процессор, çаплах тытăмлакан пультсем — илĕнекен дисплейлĕ «кĕçĕн» пульт тата псевдосенсорлă клавишăсемлĕ пысăкки. Алăри пекех, пысăк пульт çинче сасăпа тытăмлассин микрофонĕсем.

Проекта ПРТЭĂТИ-ре (выр. ВНИИТЭ) шутласа хатĕрленĕ, ун пирки «Техническая эстетика» журналра темиçе хутчен публикациленĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Тавра интеллект