Ĕскерле кĕтес
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/a/aa/St%C3%A9radian_01.png/200px-St%C3%A9radian_01.png)
Ĕскерле кĕтес — уçлăхăн уйрăм пăнчăран тухса пĕр-пĕр лаптăк витĕр тухакан пайăркасене пĕрештерсе тăракан пайĕ. Виçĕ е нумай хысаклă кĕтессем ĕскерле кĕтесĕн пĕр тĕсĕ пулса тăраççĕ. Ĕскерле кĕтесĕн чикки пек конусла çий пулать. Çакнашкал кĕтесе Ω символпа паллă тăваççĕ.
Шутлавлăх енчен илес пулсан, ĕскерле кĕтесĕн тăррине шухăшпа пĕр-пĕр сфера варрине тăратаççĕ те, сферăн кĕтес касса каякан пайăн лаптăкне сфера радиусĕн иккĕмĕш капашĕ çине пайлаççĕ :
Çакă вара кĕтесĕн капне палăртакан хисеп пулать.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/98/Steradian.svg/220px-Steradian.svg.png)
Ку капăн нимĕнле хапа та çук (хапасăр кап). Виçмелли пĕрчи вара пур. СИ тытăмра ĕскерле кĕтесе виçмелли пĕрчĕ стерадиан пулать, вăл r радиуслă сферăн варринчен «тухса» r2 чухлĕ лаптăк касса кăларакан ĕскерле кĕтесĕн капĕпе танлашать. Тулли сфера хăй 4π стерадиан чухлĕ ĕскерле кĕтес тăвать. Çакна ĕскерле тулли кĕтес теççĕ
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Hopf H. Selected Chapters of Geometry // ETH Zürich lecture, pp. 1—2, 1940.
- Weisstein E. W. Solid Angle. From MathWorld--A Wolfram Web Resource.