Контент патне куҫ

Аарон Шиклер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Аарон Авраам Шиклер (1922 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ — 2015 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ) — портрет ӳкерекен американ художникӗ. Америка патшалӑх ӗҫченӗсемпе паллӑ ҫынсен, сӑмахран, Джон Ф. Кеннедин, Жаклин Кеннедин тата ыттисен портретне ӳкернӗ автор.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи умӗн килнӗ Тухӑҫ Европӑри эмигрантсен ҫемьинче ҫуралнӑ. Шиклер Филадельфири Тайлер ӳнер шкулӗнче тата Нью-Йоркри Ханс Хофманн шкулӗнче вӗреннӗ. Тайлер шкулӗнче вӑл Барбара Лурьепе паллашнӑ, каярах ӑна качча илнӗ. Вӗсен ачисем: Кэти тата Клиффорд. Барбара арӑмӗ 1998 ҫулта ӳпке шыҫҫине пула чирлесе вилнӗ.

Шиклер — 1970 ҫулта ӳкернӗ Жаклин Кеннеди портречӗн авторӗ. Вӑл Джон Ф. Кеннедие халалланӑ картинӑсен ярӑмне хатӗрленӗ, ҫав шутра Джон Кеннедин портретне те. Ку портрет Шурӑ ҫуртӑн официаллӑ портречӗ шайӗнче пулнӑ.

Шиклер ҫаван пекех ҫӗршывӑн пӗрремӗш леди шутланакан Жаклин Кеннедин тата Нэнси Рейган портречӗсене ӳкернӗ, унсӑр пуҫне вӑл Кеннеди ачисене те ӳкернӗ. Унӑн картинисене патшалӑхӑн нумай пуххисенче тупма пулать, сӑмахран, Бруклинри ӳнер музейӗнче, Метрополитен-музейра, Хиршхорн музейӗнче, Нью-Бритенри Америка ӳнерӗн музейӗнче тата Наци дизайн академийӗнче.

Чысланисем тата хисеплӗ ячӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1965 ҫулта Шиклера наци дизайн академин чӑн пайташне (1962 ҫултанпа — член-корреспондент) суйланӑ. 1957 ҫулта Шиклера Тиффани премипе чысланӑ, 1958,1960 тата 1961 ҫулсенче — Томас Б. Кларк премийӗпе. 1976 ҫулта вӑл Тайлер ӳнер шкулӗнчен хисеплӗ степене, наци дизайн академийӗнчен — Бенджамин Альтман призне.

Ӗҫӗсен галерейи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]