Контент патне куҫ

Авторитаризм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Авторитаризм (лат. auctoritas — тытӑмлӑх, сӗмлӗх) — пӗр ҫынӑн (президент, монарх, премьер-министр) е ушкӑнӑн (тӗслӗхлен, мӗнле те пулин партин) вӑйлӑ тӗп тытӑмлӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑракан, ҫав вӑхӑтрах экономика, граждан, чун-авал ирӗклӗхӗсене граждансен валли сыхласа хӑварнӑ демократисӗр политикӑллӑ режим тӗсӗ.

Системӑна кӗмен оппозицине авторитарлӑ тытӑм хыттӑн пусарнине тата легаллӑ оппозицин патшалӑх ҫӳлӗ ҫине пӗлтерӗшлӗ сӗм парайманнине е оппозицйӗ пачах ҫуккине пӗлтерет. Авторитарлӑ лидерсем ирӗк панӑ оппозици (вӑл пур пулсан), халӑх шутланине ним шутне хумасӑр, тытӑмлӑхпа ниме те никама та уямасӑр усӑ кураҫҫӗ, тата вӗсене суйлав тӑрӑх улӑштарма ҫук пекех.

Тоталитаризм аваллӑхра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Линц Х. Тоталитарные и авторитарные режимы // Неприкосновенный запас, 2018, № 4.