Контент патне куҫ

Азер Ирина Абдуррезаевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ирэ́н Абду́р-Реза́евна
Çуралнă чухнехи ят Ирэн Азер
Çуралнă вăхăт 1949 çулхи авăн, 19-мĕшĕ(1949-09-19) (76 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх ССРП РФ АПШ
Професси совет актриси
Карьера 1967—1991
IMDb ID 0044202

Ири́на Абдурреза́евна (Ирэ́н Абду́р-Реза́евна) Азе́р (19.9.1949, Баку, Азербайджан ССР, ССРП çур.) — 1970—1980-мĕш çулĕсенчи популярлă совет кино актриси. 1967 - 1991 çулсенче 31 ӳнерлĕ фильмĕпе икĕ телекурава хутшăннă.

Ирина Азер 1949 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче (пĕр хыпарпа — авăнăн 18-мĕшĕнче Техранра, Иранăн тĕп хулинче (урăх хыпарпа — Бакура, Азербайджан ССР тĕп хулинче) çуралнă. Чăн ашшĕ-амăшĕ пирки хыпар çук.

Карьера пуçламăшĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

16 çулта фотомодель пулса 12 çул хушши — 1965 пуçласа 1977 çула çити — Виктор Вознесенский патĕнче ĕçленĕ.

1968 çулта ВГИКа, Сергей Герасимов ертсе пынă актёрсен факультетне вĕренме кĕнĕ. Герасимовпа тĕл пулни, унăн ăста лаççинче пĕлӳ пухнине актриса хăйĕн пурнăçĕн шăпи тесе шутланă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]