Контент патне куҫ

Айришсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Айришсем
Тăван ячĕ айр. Éireannach, нум. х. Éireannaigh; акăл. Irish
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 8 500 000 çын (çуралнипе шутласан — 80 000 000)
Ирланди Ирланди — 3 900 660 çын
АПШ АПШ — 33 348 221[1]

Чĕлхе Акăлчан, айриш
Тĕн Католицизм, кăштах протестантизм
Расă тĕсĕ Европеоидный
Кĕрет  Кельт халăхĕсем

Айришсем, (айр. Muintir na hÉireann, na hÉireannaigh, na Gaeil) — кельт, Ирландин вырăнти халăхĕ (3,6 млн çын), Ирланди Республикипе Çурçĕр Ирландире пурăнаççĕ. Çаплах Аслă Британире (14 млн çын), АПШ (36 млн яхăн çын), Канадăра (4,3 млн çын), Австралире (1,9 млн çын) тата урăх патшалăхсенче вырнаçнă.

Наци чĕлхи — айриш, анчах халăхăн чылайрахăшĕ, патшалăхăн анăçĕнчи уйрăм районсенче (гэлтахтсем), тĕп чĕлхе вырăнĕнче —акăлчан чĕлхи.

Утрава пурăнма куçни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Историксен тĕпчев ĕçĕсем тăрăх Ирландие этем йăхĕ 9000 çул маларах килнĕ. Чи пĕрремĕш куçса килнисем пирки хыпар çук. Хăйсем хыççăн вĕсем темиçе хăй евĕр мегалити çурт-йĕр хăварнă, ячĕ те, чĕлхи те сыхланса юлман.

Христианлăх тапхăрĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рим истори çырăвĕсенче Ирландире 16 уйрăм йăх-ăру пулни паллă.

V ĕмĕрте Ирландире христианлăх тымар янипе утравçăсем кӳршисемпе урăхларах хутшăнма тытăнаççĕ.

Малтанхи вăтам ĕмĕрсенче куçса çӳренисем, çĕрсене туртса илнисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Дал Риада
Дал Риада

VII ĕмĕр хыççăн айрришсем (ирландсем) хăйсен сĕмне Шотландире сарса Дал Риада патшалăхне йĕркелет. Ирланд миссионерĕсем христос тĕнне пикт Шотландине илсе килеççĕ, вĕсене Европăра та пĕлнĕ.

Викингсем IX — X ĕмĕрсенче утрав çинче нумай хула— Дублин, Лимерик, Корк, Уотерфорд — никĕсне хунă. Викинг сĕмĕ ирланд этносĕнче чылайах пулман, çапах та чуранлăха лекнĕ ирландсем скандинавсемпе хутăшса исланд этносĕ йышне кĕнĕ. Çав тапхăрти Ирланди кăсайĕсенче çапла каланă: «Чаплă ăратран тухнă чурасем те пулнă, Ирланди патшалăхĕнчен».

Ирландие анкăл-нормансем, валлисем, фламандсем, анкăл-саксонсем тата бретонсем килсе кунта пурĕ те хутăшса пырса ирланд халăхĕ, этеплĕхĕ йĕркеленсе пынă.

Кайранхи вăтам ĕмĕрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кайранхи вăтам ĕмĕрлĕхре Ирландие акăлчансем оккупациленĕ. XVI ĕмĕрте Генри VIII хăйĕн çарне Ирландие кĕртсе ярать.

Британ колонисчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирландие колони тăвас тесе акăлчансем 1160-мĕш çулсенче талпăнма пуçлаççĕ, анчах та анкăл-норман куçса килнĕскерсем вырăнти халăхпа хутшăнса çухалаççĕ. Иккĕмĕш хут Ирландие пăзăнтарас ĕç-пуçра XVI ĕмĕрте акăлчансемшĕн ăнăç тухать. Ирландсене чи вăйлă аркатаканни Кромвель шутланать, вăл 1657 çулта ирландсен нумай çĕрне туртса илсе акăлчансене валеçсе парать, кунта пурăннă çынсем çĕршывăн урăх районĕсене куçса каяççĕ.

Хальхи лару-тăру

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӗненекенсен чылайăшĕ — католиксем. Ирланд халăхĕ ял хуçалăхĕнче (выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси), пулă ĕç-пуçĕ, промăçлăхĕнче вăй хурать. Çулçӳрев ĕç-хĕлĕ пур.

Наци тум-тирĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирланд халăхĕн тум-тирĕ — чĕркуççине çити апельсин тĕслĕ килт, вăрăм жакет, çухавсăр кĕпе тата берет (çемçе çавра калапак). Тум-тирне çухатнă теме пулать. Ăна мусăкçăсем кăна тăхăнаççĕ.

Апат-çимĕç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Айриш хушамачĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Айриш хушамачĕ «О'» тата «Мак» префиксран пуçланать.

Ятра «Мак» е «О» пур пулсан —
Ирландран сире салам.
«О» та, «Мак» та çук —
Ирланд кунта çук.

«О'» гэл Ó пулса тухать, малтан вăл Ua (hUa) пек илтĕнет, «мăнук», такамăн «несĕлĕ» тени пулать. «Мак» (Mac, Mc, е Ма в хушамат пуçламăшĕнче) «ывăл» тени пулать. «Фитц»- (Fitz) франци fils de фразинчен пулса тухать, унпа нормансем усă курнă, вăл çаплах «ывăл» пĕлтерĕшлĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 2013 American Community Survey 1-Year Estimates
  2. ^ 2011 Census in England and Wales: 2011 Census: QS211EW Ethnic group (detailed), wards in England and Wales (ZIP 7239Kb)
  3. ^ Патриция Лайсафт. Банши, Ирланди фольклорĕпе халăплăхĕ. с 23