Контент патне куҫ

Алабама (штат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алабама
Алабама ялавĕ Алабама гербĕ
Алабама ялавĕ Алабама гербĕ
Алабама штат АПШ картти çинче
Ытти штатсем
Тĕп хули Монтгомери (Алабама)
Чи пысăк хула Бирмингем (Алабама)
Кĕпернетор Боб Райли
Лаптăкĕ
 - Пурĕ
 - шыв %
АПШ-ра 39-мĕш вырăнта
135 775 çх²
3,19%
Халăх йышĕ
 - Пурĕ (2000)
 - Халăх йышлăхĕ
АПШ-ра 23-мĕн вырăнта
2,447 млн
33,84/км²
Йĕркеленнĕ: Шучĕпе 22-мĕш
Широта
Долгота
30°13' ç. ш.-нчен 35°00' ç. ш. таран
84°51' х.а. д.-нчен 88°28' х.а. д. таран

Алабама (Алапамă, CVLa: Alapamă; акăлчанла: Alabama) — Америкăн кăнтăр тăрăхĕнче вырнаçнă штачĕ. Администраци Монтгомери (Алабама) хулинче ларать. Алапамă анăç енче Миссиссиппипе, çурçĕр енче Теннесси, тухăç енче Джорджипе, кăнтăр енче Флорида тата Мексика кӳлмекĕпе чикĕллĕ. Алапамă шыв-йер енĕпе иккĕмĕш чи пысăк штат.

Алапамăн тĕп халахĕсем Алапамă, Черокки, Чиккăсо, Чоктав, Крик, Коссатти, Мопиле ятлă пулнă. Çаксем пирĕн эрăчченхи 1000-мĕш çултах Çурçĕрти-хĕвелтухăçри халăхсемпе суту-илӳ йĕркеленĕ. Çĕрĕçне лайăх ăнланнăскерсен меслечĕсене паянхи кун та Миссиссиппи культтури ятпа пĕлеççĕ.

1702 çулта Французсем Мопиле хула хывса европпăлла колони туса яраççĕ. Алапамăн кăнтăр пайĕпе малтан Французсем, унтан Бриттансем, унтан Испансем хуçаланнă; çурçĕр тата вăтам пайĕпе Бриттани, 1783-мĕш çултан Америккăн Миссиссиппи штачĕ. Çыран çуккипе Алапăна уйрăм штат статтусне парас темен. 1814 çулта Америккă Мопиле хулине испансенчен туртса илнĕ, вара 1819-мĕш çулта Алапамă 22-мĕш штат пулса тăнă.

Алапамăн вăтам пайĕнче хура тулăхлă çĕр çинче Африкăран илсе килнĕ чурасене мамăк планттаццийĕсенчн ĕçлеттернĕ, ытти тăрăхсенче чухăн Америккансем фермă тытнă.

1861 çулта Алапамă Пĕрлешӳрен тухса Граждан вăрçинче Конфедераци майлă кĕрешет. Алапамă çĕрĕ çинче кĕрешӳ сахал пулнă пулин те, çĕр-шывран 120 пин салтак тухнă. 1865 çулта Африкансене чуралахран хăтараççĕ. Вăрçă хыççăн 1868 çулта Алапамăна Пĕрлешĕве таврăнма ирĕк параççĕ.

Реконструкци тапхăрĕ хыççан та Алапамă хуçалăхĕ ытларах мамăк ӳстересси çине таянать. 20-мĕш ĕмĕр тĕлне мамăк чирĕ тухнипе ялхуçалăх тухăçлăхĕ вăйлă чакать. Планттаццисенче вăй хунă негрсем Çурçĕрти хуласене ĕç, ырлăх-пурлăх шыраса куçма пуçлаççĕ.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи Алапамăна пуйтарать - çĕр-шывра савăт-хапрăк хăпарать, мамăк ӳстересси иккĕмĕш вырăна куçать. 1964-65 çулсенче унччен рассисле саккунсем йышăнса пурăннă штатра, Федераци витĕмне тем пек хирĕç пулин те, негрсем сасăлав ирĕкне тавăраççĕ. 1972 çултан Алапамă суйлавра Респупликанĕцсен тĕрекĕ пулса тăрать.

Штат лаптăкĕ — 135 775 км2.