Алешко Виктория Робертовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алешко Виктория Робертовна хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Виктория Алешко
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă вăхăт 1980, çу, 4
Çуралнă вырăн Минск, БССР, ССРП
Профессисем XX, XXI ĕмĕрсенчи беларуç юрăçи, телеертӳçи
Жанрсем эстрада, шансон
Парнесем
Беларуç Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Беларуç Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

Викто́рия Ро́бертовна Але́шко (бел. Вікто́рыя Ро́бертаўна Але́шка; 04.05.1980, Минск, БССР, ССРП) — беларус юрăçи, телеертӳçи, Беларуç Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ[1], Франциск Скорина медальне тивĕçнĕскер[2]. Унăн хĕрарăм-юрăçсем хушшинче чи çинçе сасă — контральто. эстрада, шансон стилĕсенче ĕçлет.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

6 çултанпа Виктория мусăк студине çӳренĕ,сĕрме купăс каланă, фортепиано çинче вылянă. Унтах хорта юрлама хăнăхнă, вара çакăнта хĕрачан вокал пултарулăхĕ аталанса пынă.

13 çул тултарсан хĕрача, Сергей Александрович Соболь ертсе пынă шкулти вокал ушкăнне ăсталăхне ӳстернĕ[3], шкулти тата районти концертсене хутшăннă. 1996 çулта çамрăк артистка «Белая Руç» страда юррин çăмрăк юрăçсен хулари фестивалĕнче Гран-При çĕнсе илет[4].

Тепĕр çултан паллă концерт режиссёрĕ Александр Дмитриевич Вавилов юрăçа асăрхать те Викторие Минск хулин Мускав районĕ 20 çул тултарнине халалланă концерта хутшăнма чĕнет, çав концерта беларус эстрадин чи йăлтăр çăлтăрĕсем пуçтарăннă. Кĕçех Александр Дмитриевич Беларуç халăх артистне Василий Петрович Раинчика çамрăк юрăçа итлеме ыйтать, вара 1997 çулхи ака уйăхĕнче Виктория чаплă «Верасы» студин солисчĕ[3], тепĕр темиçе уйăхран — Çамрăксен эстрада театрĕн актриси пулса тăрать[5].

Çитес çулта «Белорусские песняры» ушкăнпа тата ытти артистсемпе Краснодар енне гастроле каять[6].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Официальный прием от имени Президента Беларуси по случаю старого Нового года (2016-01-15). Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
  2. ^ Спортсмены, артисты и журналисты удостоены наград и благодарностей Президента Беларуси (2014-01-10). Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
  3. ^ 1 тата 2 ЗАСЛУЖЕННЫЙ. ЛЕДИ ВИКТОРИЯ (2016-02-18). Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
  4. ^ Виктория Алешко: “Надо мечтать, дерзать и ничего не бояться!” (2012-01-03). Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
  5. ^ Виктория в шансоне (2017-05-11). Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.
  6. ^ КАК ВИКТОРИЯ АЛЕШКО СТАЛА ЗВЕЗДНОЙ ПРИНЦЕССОЙ (2007-01-16). çăлкуçран архивланă 27 Пуш уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 24 Ҫурла уйӑхӗн 2017.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]