Алиулов Хасинзян Алиулович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Алиулов Хасинзян Алиулович (ытти тĕрлĕ асăннисем: Алиулов Хасимзян (Хазянсян) Алиулович, Алиуллов Хасинсян Алиллович, Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесĕнчи Тутар Сăкăт ялĕ, 19131992) — СССР НКВД оперативлă разведкин ятарлă чаçĕнче тăнă, Хĕвелтухăç Пруссири çапăçусене хутшăннă, 1945-мĕш çул тĕлне — старшина.

Вăл çуралнă ял ятне вырăсла çăлкуçсенче Патăрьел районĕнчи «Тацугут» тесе палăртаççĕ. Анчах та вăл районта унашкал ял çук. Чăннипе Тутар Сăкăт тесе ăнланмалла, мĕншĕн тесен ăна вырăсла «Татарские Сугуты» теççĕ (кĕскетсе — Татсугут).

Кунашкал йăнăш, тепĕр енчен, Интернетра ун пирки материалсем шырассине çамăллатать: «Тацугут» çаптар та — малалла шыра.

Х. А. Алиулов 1945-мĕш çул тĕлне хусах пулнă. "Çав çул хыççăнхи унăн шăпи пачах та паллă мар", — тет ун пирки çырнă Юрий Ржевцев. Анчах та ку ят Тутар Сăкăт ялĕн астăвăм йышĕнче пур. 1992-мĕш çулта вилнĕ тесе палăртнă[1].

1936-1941-мĕш çулсенче Мускаври Фили юханшыв портĕнче унтан Талдом хулин электростанцийĕнче ĕçленĕ. Çав хуларанах хăйĕн çарти пурнăçне пуçланă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Астăвăм — Память. Том 3, часть вторая. Чебоксары, 2005. — с.168.