Альтона

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Альтона
ним. Altona
ЯлавГерб
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата 1535
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ят ним. Altona
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Гамбург
Халӑх йышӗ
  • 261 213 чел. (2011)
Административлӑ пайланӑвӗ Альтона-Альтшадт[d], Штерншанце[d], Альтона-Норд[d], Оттенсен[d], Баренфельд[d], Гросс-Флотбек[d], Отмаршен[d], Луруп[d], Осдорф[d], Нинштедтен[d], Бланкенезе[d], Изербрук[d], Зюльдорф[d] и Риссен[d]
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш 34 метр[2]
Чикӗленсе тӑрать Гамбург-Митте[d], Аймсбюттель[d], Пиннеберг[d] и Штаде[d]
Лаптӑк
  • 78,3 тăваткал километр
Почта индексӗ 20257, 20357 и 20359
Официаллӑ сайт hamburg.de/bezirk…(ним.)
Карта местонахождения
Альтона на карте
Альтона
Альтона
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Альтона (ним. Áltona) — Германири Гамбург хулин 7 районӗсенчен пӗри. Эльба юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Халӑх йышӗ — 248 пине яхӑн ҫын.

1640 ҫулта Альтонӑна датчансем йышӑннӑ, вӗсен влаҫӗ икҫӗр ҫул ытла тӑсӑлнӑ. III Фредерик патша ӑна хула статусне, таможня ҫӑмӑллӑхӗсене, пурӑнма куҫассипе тӗн тӗлӗшпе ирӗклӗхпе тивӗҫтернӗ. 1938 ҫулта Альтона ҫывӑхри тата темиҫе хулапа пӗрле Гамбургӑн пайӗ пулса тӑнӑ. Хулан авалхи пайне 1943 ҫулхине бомбӑсемпе аркатнӑ, унтанпа ӑна юсаман.

Хула кун-ҫулӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Альтонӑна 1535 ҫулта Гольштейн-Пиннеберг графлӑхӗнче пулӑҫсен ялӗ пек никӗсленӗ. Вӑтӑр ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Дани патшалӑхӗн аллине лекнӗ. 1664 ҫулта III Фредерик патша Альтонӑна хула правипе тивӗҫтернӗ. 1864 ҫулчен Альтона Дани патшалӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ портлӑ хуласенчен пӗри, континент ҫинчи унӑн чи кӑнтӑрти ҫӗрӗ, Шлезвиг-Гольштейнӑн халӑх йышӗпе чи пысӑкки пулнӑ. Тинӗс леш енпе суту-илӳ тӑвас тӗлӗшпе ганзейсен Гамбургӗпе тупӑшса аталаннӑ.

1713 ҫулта, Ҫурҫӗр вӑрҫи хӗрӳ пынӑ вӑхӑтра, швед фельдмаршалӗ Стенбок Альтонӑна ярса илнӗ те ӑна пӗчӗкшерӗн ҫунтарса яма хушнӑ. Шведсем тухса кайсан ҫуртсен ытларах пайӗнчен ишӗлчӗксем кӑна юлнӑ. Ревентлов Кристиан Дитлев Дани министрӗн хула валли ҫӗнӗ план хатӗрлеме тивнӗ, вӑл плана пӑхӑнса Альтонӑна ҫӗнӗрен хӑпартма пуҫланӑ. Хула Данири Ҫут ӗҫӗн вучахӗ пулса тӑнӑ; шӑпах кунта Струэнзе тухтӑр, Тройца чиркӗвӗн (паянхи кунччен упранса юлнӑ) пасторӗ, Данире чи малтан хӑйӗн пациенчӗсене чечче чирӗнчен прививка тунӑ.

Дани патшалӑхӗн пысӑкӑшӗпе иккӗмӗш хула пулса тӑнӑ Альтонӑн ылтӑн ӗмӗрӗ 1807 ҫулта континент блокадине туса хуриччен тӑсӑлнӑ. XVIII ӗмӗр вӑхӑтӗнче Альтонӑри халӑх йышӗ икӗ хут ӳснӗ, 24 пин ҫынна ҫитнӗ. Блокадӑна илнӗ хыҫҫӑн хулана малтанхи шая ҫитме пӗр теҫетке ҫул ҫеҫ мар кирлӗ пулнӑ. 1821 ҫулта Г. Х. Шумахер профессор хулара астрономи обсерваторине йӗркелеме ирӗк ыйтса илнӗ; унти сӑнавсен тӗрӗслӗхӗпе вӑл пӗтӗм Европӑпа чапа тухнӑ. 1844 ҫулта Альтонӑпа Киль хулисене Данири пӗрремӗш чукун ҫул ҫыхӑнтарнӑ.

Шлезвигшӑн ҫӑпӑҫу ирттернӗ хыҫҫӑн Альтона Германи империне куҫнӑ. 1899 ҫулта кунта Кениг аппаратне, пушарнӑйсене газпа тӗтӗмрен хӳтӗлемелли пӗрремӗш механикӑллӑ хатӗре шутласа кӑларнӑ. 1932 ҫулта хулара нацистсен маршне ирттерме хӑтланнӑ, анчах вӑл пӑшалтан перкелешнипе вӗленнӗ. 1938 ҫулта «Мӑн Гамбург саккунне» (ним. Groz-Hamburg-Gesett, 1937) йышӑннӑ хыҫҫӑн Альтонӑна Гамбург шутне кӗртнӗ.

Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче Альтона ӗлӗкхи ҫурт-йӗре кӑна мар, унта пурӑннӑ еврей халӑхӗсӗр те тӑрса юлнӑ. Ирӗклӗ Гамбург хули еврейсене (ҫав шутра налук тӗлӗшӗнчен те) хӗсӗрленӗрен, XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен Гамбургри еврейсем Альтонӑна куҫма пуҫланӑ. 1941 ҫул хыҫҫӑн хулан темиҫе кварталӗ пушанса юлнӑ — унта пурӑнакансене пурне те вилӗм лагерӗсене ӑсатнӑ пулнӑ. Ӗлӗк кунта тахҫан культура чечекленнине аса илтерсе Альтонӑри XVII—XIX ӗмӗрти еврейсен масарӗсем тӑрса юлнӑ.

Альтонӑн чылай кварталӗсем 1970-мӗш ҫулӗсемччен ҫурма пушӑ тӑнӑ, ун чухне федераци правительстви ҫак района ревитализацилемелли программа йышӑннӑ.

Администраци тӗлӗшпе пайланни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Альтонӑн вунтӑватӑ районӗ

Района 14 пайран тӑрать (ним. Stadtteile):

Паллӑ альтонсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунта Карл Май, Генрих Гейне тата Якоб Фридрих Феддерсен ҫыравҫӑсем пурӑннӑ.

Паллӑ вырӑнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Астрономире[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Альтонӑра, кунта обсерватори вырнаҫнӑ май, 1821 ҫулта пӗрремӗш астрономи журналӗсенчен пӗри — Astronomische Nachrichten — тухма пуҫланӑ. Хула ячӗпе 1916 ҫулта Белявский Сергей Иванович Раҫҫей астрономӗ уҫнӑ (850) Альтона астероид ятне панӑ.

Ӳнерте[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Альтонӑра хупӑнса лартнисем» — Жан-Поль Сартр (1960) пьеси, ӑна тӗпе хурса Витторио Де Сика 1962 ҫулхи пӗрешкел ятлӑ фильм ӳкернӗ, тӗп сӑнара Софи Лорен вылянӑ.

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ archINFORM (нем.) — 1994.
  2. ^ GeoNames (англ.) — 2005.

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Альтона статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.