Контент патне куҫ

Альфонсина Сторни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Альфонсина Сторни
Alfonsina Storni
Çуралнă вăхăт: 1892, çу, 29
Çуралнă вырăн: Каприаска, Швейцари
Вилнĕ вăхăт: 1938, юпа, 25
Гражданлăх: Аргентина Аргентина
Ĕçлев тĕсĕ: поэтесса
Тĕлĕ: модернизм, постмодернизм
Ĕçсен чĕлхи: испан

Альфонси́на Сто́рни (исп. Alfonsina Storni; 29.5.1892, Швейцари — 25.10.1938, Аргентина) — латин-американ сăвăçи/прозăçи, Латин Америкăри модернизмпа феминизм юхмĕсенчи паллă фигура.

Сторни 1892 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнче Сала-Каприаскăра (Швейцари) сăра пĕçерекен аргентин уçламçи килйышĕнче çуралнă. Çакна пула Альфонсина итальян чĕлхине лайăх пĕлнĕ. Европăра бизнес ăнманнипе Сторни Аргентинăна куçса кайнă та Росарио хулара таверна уçнă.

1907 çулта Альфонсина юркăн театр труппипе çыхланса канă та çĕршыв тăрăх çӳренĕ. Театр сцени çинче вăл темиçе роле, сăмахран Генрик Ибсен, Бенито Перес Гальдос, Флоренсио Санчес драматургсен пьесисемпе лартнă спектакльсенче сăнарланă[1].

Альфонсина Сторни пултарулăхĕ Ариэль Рамирес тата Феликс Луна ӳнерçĕсене «Альфонсина тата тинĕс» (исп. Alfonsina y el Mar) юрăна çырма хавхалантарнă, кайран çак юрăна нумай артист шăрантарнă:

Хайланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1916 La inquietud del rosal
  • 1918 El dulce daño
  • 1919 Irremediablemente
  • 1920 Languidez
  • 1925 Ocre
  • 1926 Poemas de amor («Савăç лирики»)
  • 1927 El amo del mundo: comedia en tres actos — пьеса
  • 1932 Dos farsas pirotécnicas — пьеса
  • 1934 Mundo de siete pozos («Çичĕ çăл тĕнчи»)
  • 1938 Mascarilla y trébol («Маска тата виççулçăк»)

Вилнĕ хыçăнхисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1938 Antología poética («Поэзи антологийĕ»)
  • 1968 Poesías completas («Поэзи хайлавĕсен тулли пухăмĕ»)
  • 1998 Nosotras y la piel: selección de ensayos («Эпир, хĕрарăмсем, тата тир: суйланă эссе»)

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ana Silvia Galán, Graciela Gliemmo La otra Alfonsina. — Buenos Aires: Aguilar, 2002.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Alejandra Guibert Alfonsina Storni // mujeres para pensar. — WordPress.com, 2008.