Контент патне куҫ

Амонтон — Кулон саккунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шунă чухне сĕртĕнÿ вăйĕ еплерех витĕм кÿнине схемăласа кăтартни: W — йывăрăш вăйĕ, N — нормаллĕ реакцин вăйĕ, F — ĕскере шутаракан вăй, Ff — сĕртĕнÿ вăйĕ

Амонто́н — Куло́н саккунĕ — эмпирикăлла саккун, ĕскерсем пĕр-пĕрин тĕлĕшпе шунă чухне пулакан сĕртĕнÿ вăйне ĕскере çий енчен тивекен нормаллĕ реакцин вăйĕпе линилле çыхăнтараканскер.

Пĕр ĕскер тепĕр ĕскер çийĕпе шунă чухнехи сĕртĕнÿ вăйĕ Ff ак çапла пулать

Ff=μ⋅N,

тата вăл ĕскерсем хушшинчи çийе тангенциаллĕ тата куçнăлăха хирĕç вырнаçнă. Кунта μ — асăннă çийсен сĕртĕнӳ коэффициенчĕ (йăмлăхран тата çийсене еплерех якатнинчен, çавăн пекех температурăран, танлаштаруллă хăвăртлăхран килет, анчах сĕртенекен лаптăк капĕпе çыхăнман), N — тĕрев шутланакан ĕскерĕн нормаллĕ реакцин вăйĕ (контакт лаптăкĕнчен тата пусăмран килет).

Ньютонăн виççĕмĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн, асăннă сĕртĕнÿ вăйĕ ĕскертен тĕрев патне те, тĕреврен хайхи ĕскер патне те пырса тивет.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Сивухин Д. В. Общий курс физики. — М.: Наука, 1979. — Т. I. Механика. — С. 101—102. — 520 с.
  • Справочник по триботехнике / Под ред. М.Хебды, А. В. Чичинадзе. — М.: Машиностроение, 1989. — Т. 1. — С. 19, 118.
  • Крагельский И. В., Виноградова И. Э. Коэффициенты трения. Справочное пособие. — М.: Машгиз, 1962. — С. 9, 11.
  • Зозуля В. Д. и др. Словарь-справочник по трению, износу и смазке деталей машин. — 2-е изд., перераб. и доп. — Киев: Наук. думка, 1990. — С. 66.
  • Первозванский А. А. Трение — сила знакомая, но таинственная // Соросовский образовательный журнал. — 1998. — № 2. — С. 129—134.