Аннесен кунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шаблон:Дата/28 чӳк 2009

Аннесен кунĕ

«Çынăн мĕн пурлăхĕ çынра çемьере çуралать», - çавăн пек çырнă вырăс писателĕ А.Платонов. Ашă пурлăх, чăнлăх, кăмăллăх тата ытти те килте аннернен çуралать. Ăнсăртран мар ĕнтĕ , ачан пĕрмĕш сăмахĕ-«анне».

Енчен те мĕн ачаран çын амĕшĕн куçĕнчен пăхма вĕренеймест пулсан, тата унăн куçĕнче хуйхă е канлĕх кураймасан, вара пĕтĕм пурнăçа çын хăй никама кирлĕ мар пулса юлать.

«Яланах анне пултăр!» - çакăн ятлă кану концертчĕ, аннесен кунĕ валли, ачасен библиотекинче иртнĕскер-А. Гайдар хис. яч. аннесене валли ТОС «Кукшумка». Кану каçне уçса, ТОС «Кукшумка» председателĕ Федорова А.В. каланă, аннесен вырăнĕ пурнăçра питĕ уйрăмлă вырăн йышăнать… Пĕр сăмах çеç «АННЕ» тени пире чуна кĕрмесĕр юлма пултараймасть…», - çакна палăртнă вăл. Кану кунĕ иртнĕ вăхăтра анне ячĕпе сăвăсем тата юрăсем шăрантарнă…