Антонов Иван Захарович
Антонов Иван Захарович, — çыравçă. 1919 çулхи кăрлачăн 18 Пăва уесĕнчи (халĕ Патăрьел районĕ) Шăхач ялĕнче çуралнă. 1960 çулхи чӳк уйăхĕн 1 вилнĕ. Тăваш çĕршывăн Аслă Вăрçинче (1941-45) пулнă. CCCРăн çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать.
1950 çултан пуçласа СССР ÇП членĕ.
«Тăван çĕршыв вăрçин» (2 степень) тата «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Улатăрти вăрман техники ĕç факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Çавăн пекех Улатăрти педагогика техникумĕнче, Саранскри педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă. Улатăрти «Ленинский путь» (Ленин çулĕ) хаçатра литература сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1938 çултанпа Мордови АССРăн Ардатов хулинче вырнаçнă район хаçачĕнче яваплă секретарь вырăнĕнче ĕçленĕ. Вăрçăран таврăнсан «Советская Мордовия» хаçатăн корреспонденчĕ, СССРăн çыравçисен пĕрлешĕвĕн мордови уйрăмĕнче секретарь вырăнĕсенче ĕçленĕ.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çырма Иван Антонов вырăс тата мордва чĕлхисем çинче çырнă. Унăн хайлавĕсем:
- «В семье единой» (роман);
- «Девичьи глаза» (чăваш. «Хĕр куçĕсем», калавсен пуххи);
- «Была такая девушка» (драма)
- тата ыттисем.