Аншлюс
Аншлю́с, Аншлю́сс (ним. Anschluss — çумне хушни, пĕрлешӳ) — Австрипе Германие пĕрлештерес ĕмĕт, тӳррĕн каласан — Германи 1938 çулхи 11-пуш, 12 Австрие аннексилени.
Австрин пăхăнманлăхне 1945 çулхи ака уйăхĕнче совет çарĕсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче патшалăх çĕрне йышăнсан тавăрнă, хыççăн 1955 çулта аншлюса чаракан Патшалăх килĕшĕвĕпе çирĕплетнĕ. Тепĕр ăнланупа «аншлюса» нацизмпа çыхăннă пулнипе киревсĕр енлĕ, аннекси синонимĕ евĕр, усă кураççĕ.
Умĕн пулнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш Тĕнче вăрçă вĕçленсен Австро-Венгри арканса каять те политика картти çинче икĕ нимĕç патшалăхĕ: Германи тата Австри пулса тăраççĕ. Юлашкийĕ пĕчĕк калăпăшлă тата хăйĕн промăçпа ялхуçалăх çĕрĕсене çухатнине пула пурнăç тума хавшак йĕркеленӳлĕх шутланнă. Пĕрлешĕнес юхăмĕ икĕ енчен те хăватлă пулнипе те çĕнтерӳçĕ-патшалăхсем ирĕк паман, вĕсем Версаль тата Сен-Жермен килĕшĕвĕсен (1919) Женева протоколĕсен (юпа, 1922) аншлюса чаракан статьясем кĕртнĕ пулнă.
1931 çулхи пуш уйăхĕнче герман тата австри ертӳçлĕхĕсем таможньă пĕрлĕхĕ тăвас сĕнĕве пĕлтернĕ. Анчах та çĕнтерӳçĕ-патшалăхсем çакна хирĕç пулаççĕ.
Германире Адольф Китлĕр влаçа кĕрсен, аншлюс вара наци ертӳçлĕхшĕн официаллă тулаш политики пулса тăрать, германсем хăйсен çыннисене Австрин патшалăх тытăмĕсене кĕртме тытăнаççĕ. Тепĕр енчен, Австрире наци диктари аншлюсне хирĕç хастаррăн тăраççĕ. 1933 çулхи юпара аншлюс ыйтăвне австри социал-демокрачĕсен программинчен кăларса пăрахаççĕ . Маларах, çĕртме, 19, канцлер Энгельберт Дольфус Австри территоринче НСДАП ĕç-хĕлне чарса лартать.
Правительствă çарĕсемпе хеймвер 1934 çулхи нарăс пăлхавне пусарăнтарса, Дольфус политика сылтăм вăйĕсемпе чиркĕвĕн тытăмне çирĕплетсен Муссолини режимĕн паллă йĕркисене илсе1934 çулхи «май конституцине» йышăнать. Çав çулсенчи ытти ультрасылтăм режимсем пекех, австрофашизм чун-чĕмлĕх чиркӳ ĕçтешĕсем çине таянать, ютçĕр (герман) сĕмĕ Австри политикине кĕнине хирĕçленĕ.
1934 çулхи утă, 25 кăнтăрла тĕлĕнче 89-мĕш австри СС батальонĕн 154 австри-эсэсĕ, австри граждан гварди хормине тăхăннăскерсем, Дольфус канцлер канцелярине ярса илсе, ăна ĕçрен тухма хушнă. Йывăр аманнă Дольфус çирĕппĕн хирĕç тăнă. Тухтăр пулăшăвне памасăр, чиркӳ ĕçтешĕпе калаçтармасăр Дольфус темиçе сехетрен вилсе каять, хăйĕн тупинчен уйрăлман. Çав хушăра ертӳçлĕхĕн шанăç çарĕсем парламент çуртне хупăрласа илеççĕ. Каç еннелле Дольфус майлă пулнă Муссолини пăтăрмах тăвассине кансĕрлес тесе пиллĕк дивизи пухса вĕсене Бреннер перевалĕ урлă Австри чикки патнелле куçарать. 19 сехтре пăлхавçăсен парăнма тивет.
Вăйпа хăй майлă çавăрасси ăнăçлă пулманнине ăнланса, Китлĕр тактикăна улăштарать, çак ĕçе тума СД тата гестапона хушать те дипломати енĕпе Курт фон Шушниг çĕнĕ австри ертӳçлĕхне вăйлăрах пусарма тытăнать. Çав вăхăтрах Германи ятархĕсмечĕсем австри нацисчĕсен хушшинчи хăйсен ĕç-пуçне хастарлаççĕ. Сăмахран, австри наци партийĕн ертӳçи Рейнталер инженер 1934 çулхи кĕркуннеренех Мӳнхенран вăрттăн уйăхне 200 пин маркă шалу илсе тăнă. Хăрушу шăпинчен аяккарах тарас тесе, Шушниг 1936 çулхи утă, 11 Германипе килĕшӳ хучĕ çырать, çавăнпа Австри наци Германи политикин ытăмне кĕрсе ӳкет. Хăй енчен, Германи Австрин суверенитетне тата ирĕклĕхне, унăн тулаш политикине хисеплеме йышăнать. Килĕшӳ тĕрĕкне кăтартас тĕллевпе, Шушниг тĕрлĕ администраци ĕçĕсене австри нацисчĕсене шанса парать, вĕсен хăшпĕр йĕркеленӳлĕхĕсене Патриот фронтне кĕме ирĕк парать, юлашкинчен, темиçе пин нацист валли амнисти кăларать.
Китлĕршĕн ырă лару-тăру 1937 çулта пулать, ун чухне анăç тăрăмĕсем Австрие ярса илессине агресси акчĕ мар, 1919 çулхи Версаль килĕшĕвне пăсни мар, Германие «лăплантарни» теме тытăннă.
1937 çулхи чӳк уйăхĕнче акăлчан министрĕ Галифакс Китлĕрпе калаçса ăна хăйĕн правительстви енчен Германи Австрие «хăй çумне хушма» шантару парать. Кăшт каярах, 1938 çулхи нарăс, 22, британ премьерĕ Невилл Чемберлен парламентра каланипе, Австрие Наци Лиги хӳтĕлеме пултараймасть:
Пирĕн пĕчĕк хавшак патшалăхсене ултамалла мар, вĕсене Нацисен Лиги енчен хӳтĕлĕх парăпăр тесе шанăç памалла мар , мĕншĕн тесен çакна эпир тума пултараймастпăр
. Çакăн пек аяккалла пăрăнни Китлĕре аншлюс ирттерме çăмăллăх парать.
1938 çулхи нарăс, 12 канцлер Шушнига Берхтесгаденри китлĕр резиденцине чĕнеççĕ, унта вăл вăрçăпа тапăнса кĕрессинчен шикленсе патшалăха Германи айне хурса Виççĕмĕш райхăн провинцине куçаракан сĕнсе панă виçĕ пунктран тăракан ультиматум çине алă пусать:
- Артур Зейсс-Инкварт австри нацисчĕсен ертӳçине шалти ĕçсен министрĕ тата шырав полици пуçлăхĕ туса хураççĕ, çак нацистсен аллине Австрин пĕтĕм полицине куçарать;
- тĕрлĕ киревсĕр ĕç тунăшăн тĕрмене лартнă нацистсемшĕн çĕнĕ политика амнистине кăлараççĕ;
- австри наци партийĕ Патриотсен фронтне кĕрет.
Австри тĕнче политика карттинчен тухса ӳкесси паллă пулса тăрать. Çакăн пек пулассине сирес тесеШушниг, çитес вырсарникун, 1938 çулхи пушăн 9-мĕшне Австри ирĕклĕх ыйтăвĕпе плебисцит ирттерме палăртать. Китлĕр плебисцита чарма, Шушнига ĕçрен кăларса унăн вырăнне Зейсс-Инкварта лартма хушать, Австрие тапăнса кĕме хатĕрленме тапач парать.
Австрие ярса илни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пуш, 11 Шушниг ĕç вырăнне пăрахса хăварать. Австри президенчĕ Миклас çĕнĕ ертӳçлĕхе йĕркелеме Зейсс-Инкварта ирĕк памасть, анчах та 23 сехет те 15 минутра парăнать. 1938 çулхи пушăн 11-мĕшĕн каçĕнче «Отто» планĕпе чикĕ çумĕнче капланса тăнă герман çарĕсем Австри территорине кĕрсе каяççĕ.
Австри çарĕ, хирĕç тăма хушман тапăч илнĕскер, парăнать. Ирхи 4 сехетре Венăра наци правительствин пĕрремĕш элчи Гиммлер Вальтер Шелленбергпа тата Рудольф Гесспа çитнĕ, вĕсене эсэсовсем хуралланă. Гестапо хăйĕн тĕп ставкине Морцинплацра тăвать, унта Шушниг хăйĕн шăпине кĕтсе ларнă. Темиçе эрне хушши ăна хыттăн хĕстернĕ, кайран концлагере ăсатаççĕ, çавăниа вăл 1945 çулхи су уйăхĕччен асап тӳсет.
Зейсс-Инкварт йĕркеленĕ правительствăна Эрнст Кальтенбруннер т-р хăрушсăрлăх министрĕ пулса тата Геринг кĕрӳшĕ Гюбер юстици министрĕ пулса кĕрет.
Пуш, 13 19 сехетре Китлĕр мăнаçлă Венăна Германи хĕçпăшаллă вăйĕсен Аслă тĕп çарпуçлăхĕн шефĕ Вильгельм Кейтельпе пĕрле пырса кĕрет. Çав кунах «Австри Германи империпе пĕрлешĕнни» саккун пирки пĕлтереççĕ, çавăнпа килĕшӳллĕ Австри «Германи импери çĕрĕсенчен пĕри» пулса тăрать те «Остмарк» ята тивĕçет. Пуш, 15 Хофбург вена керменĕнчен Китлĕр Хельденплац лапамĕнче пуçтарăннă çынсем умĕнче сăмах тытнă: «Эпĕ герман халăхне манăн пурнăçăн чи кирлĕ миссине пурнăçа кĕртни çинчен пĕлтеретĕп».
Ака, 10 Германипе Австрире аншлюс пирки плебисцит иртет. Официаллă хыпарсемпе, Германире аншлюсшăн 99,08 % çын сасă панă, Австрире — 99,75 %. Сăнавçă (Уильям Ширер) австрисен плебесцит вăхăтĕнчи чун кăмăлне çапла пахалать:
Австрисен ытларахăшĕ пушăн 13-мĕшĕнче Шушнига «çапла» калама шутланисем, акан 10-мĕшĕнче Китлĕре «çапла» терĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ, Германипе, нацистлă пулин те, тачă пĕрлĕх Австрие кирлĕ, урăхла май çук, Австри (…) чылай хушă хăй тĕллĕн пурăнма пултараймасть, вăл германи райхĕнче кăна çăлăнăçне тупма пултарать тесе шутларĕç. Çакăн пек шутлакансемсĕр пуçне çаплах хаяр нацистсем те пулнă — ĕçсĕррисем е ĕçлекенсем, вĕсен йышĕ çĕршывра пĕрмаях ӳссе пынă. Вĕсем хăйсен пурнăç тулăхне лайăхлатасшăн çуннă. Нумай католика (…) нацистсем Австрие килнипе хавхаланнă кардинал Иннитцер аншлюс майлă сасăлама чĕнсе калани илĕртнĕ[1]
Австрие пĕрлештерсен, Китлĕр Чехословакие ярса илсе тата Кăнтăр-Тухăç Европăпа Балкана кĕрсе каймалли стратеги плацдармĕ пулса тăрать, чылай халăх ресурсĕ тата вăрçă хатĕрĕ-япала тăвасси ӳсче каять. Аншлюс хыççăн Германи территорийĕ 17 % саралать, халăх — 10 % (6,7 млн çын) йышланать. Вермахт шутне Австрире йĕркеленĕ 6 дивизи кĕнĕ.
Китлерĕн хăш мероприятисем австри патриотизмĕшĕн асаплă пулса тухаççĕ. Çапла, Китлĕр официаллă «Австри» (Österreich — тӳррипе вуласан «Тухăç рейх») ята пăрахăçлать, мĕншĕн тесен рейх хальтенпе пĕрре çеç, ăна авалхи, Аслă Карл вăхăтĕнчи пек, Ostmark («Тухăç чикĕ») ят парать. Китлĕр Венăна кăмăлламан, çавăнпа ăна Германин ахаль хули шайне куçарать. Католици чиркĕвне, Австрире питĕ сĕмлескерне, хĕстерме тытăнаççĕ. Çавна пулин те австрисем, пурĕ тене пекех, Виççĕмĕш Райх пăчланичченех, Китлĕре пăхăнса тăраççĕ.
Германире çак ĕç пулăмне асăнса медальсен темиçе серине кăларнă. «1938 ç. пушăн 13-мĕшне асăну» медале 1938 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче пурнăçа кĕртнĕ. Унпа вермахтпа СС çарĕсен салтакĕсемпе офицерĕсене, Австрие Германи çумне хушнă ĕçе хутшăннă австри çар çыннисене тата наци йĕркелӳсен функционерĕсене тивĕçтернĕ. Парнене тивĕçнĕскерсен пĕтĕм йышĕ 318689 çынна çитнĕ. Медалĕн пичĕ енче икĕ çын кĕлетки, пĕрри, Германи символĕ, теппĕрне (Австрие), çунаттисене сарнă ăмăрткайăк чĕрнисемпе свастикăна пăчăртакан хăй евĕрлĕ пьедестал çине хăпарма пулăшать. Тӳнтер енĕн варринче çаврапа çапла çырнă «13 Marz 1938» тата çаврапах — «Ein Volk, Ein Reich, Ein Führer». Медале пăхăртан тунă (хăш чухне кĕмĕлпе витнĕ). Ăна шурă-хура йăрăмлă хĕĕрисемлĕ хĕрлĕ хăю çинче çакса çӳремелле пулнă. 1940 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче парнелеие пăрахаççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Уильям Ширер. Взлет и падение Третьего рейха. М., 1991, т.1, стр. 387. ISBN 5-203-00475-7
Çавăн пекех пахăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ВиççĕмĕшРайх энциклопедийĕ 2015 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- History of unification of Austria and Germany on March 12, 1938. 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.