Апăс
Курӑнакан калӑплав
Апăс, — кĕлĕ йĕркине тытса пыракан. Кĕлĕ сăмахне пĕлекен. /"Апăс" — тутар, араб чĕлхинчен кĕнĕ сăмах. Абыз, хафиз — коран кĕнекинчи кĕлĕсене пăхмасăр калама пĕлекен/. Чăваш чĕлхинче кĕлмĕçе, мăчавара, юмăçа тата тухатмăша пĕлтерет.
Чӳкри кĕлĕсене апăс каласа тăчĕ. Çӳлти Турăна, ырă усалсене, вилнисене пăтăпа, çăмартапа, вучаха шӳрпе сапса чӳклерĕ, Кĕлĕ хыççăн халăхпа пĕрле чӳклеме апатне çирĕ.
Тутарстан тăрăхĕнчи чăвашсем юмăçа та "апăс" тесе калаççĕ. Апăс карчăк, апăс старик.
Чăвашсем Христос тĕнне йышăнсан, XIX ĕмĕр тĕлнелле, апăссем хисепрен тухнă.