Аптранă Шерлок Холмс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Аптранă Шерлок Холмс
Sherlock Holmes Baffled
Жанр камит
Режиссёр Артур Марвин
Оператор Артур Марвин
Кинокомпани American Mutoscope & Biograph Company
Патшалăх Flag of the United States.svg АПШ
Çул 1900
IMDb ID  0291476

Аптранă Шерлок Холмс (акăл. Sherlock Holmes Baffled) — American Mutoscope & Biograph Company киностудире Артур Марвин режиссёр 1900 çулта ӳкернĕ сасăсăр американ кĕске фильмĕ[1].

Артур Конан Дойл британ çыравçин литература хайлавĕнчи Лондонри Шерлок Холмс йĕрлевçĕ персонажне ӳнерленĕ пĕрремĕш фильм, кунти Холмса кăтартни экран çине кăларнă кайранхи сăнарсенчен уйрăмрах пулать[2].

Кинофильмра çак персонаж пурри ăна кинематограф историнчи пĕрремĕш детективлă фильм теме ирĕк парать[2][3].

Вăрхурах, хăй епле шухăшланипе, килекенскер-çухалаканскер, Шерлок Холмсăн япалисене михĕпе йăтса каять. Холмс усал çынна чăрмантарас тени нимле те ăнăçлă пулмасть[4].

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шерлок Холмс хăнасен пӳлĕмне кĕрет те хăйне çаратнине асăрхать. Кĕтмен çĕртен ютçын сывлăшрах çухалать. Халмс, тĕлĕнсе кайнăскер, малтан нимĕн тумасăрах сигара туртма тытăнать, анчах лешĕ каллех таврăнать. Вăрланă япаласене тултарнă михĕне туртса илес тесе вăл халат кĕсьинчен пистолет кăларсан вăрхурах тепĕр хут куçран çухалать. Холмс хăйĕн пурлăхне тавăрсанах михĕ алăран тухса ӳкет те çаратакан пӳлĕмрен чӳречепе тарать. Фильм вĕçĕнче Холмс «аптраланса» ларать.

Хăтлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильма Нью-Йоркри American Mutoscope & Biograph компанин студинче киноаппаратăн малтанхи прототипĕ - Герман Кеслер 1894 çулта патентленĕ мутоскоп — çинче пăхмашкăн çапса илнĕ[5]. Томас Эдисонăн кинетографĕ пекех, мутоскоп ӳкерчĕксене экран çине проекцилемен, çавăнпа та фильма пĕр çын кăна курма пултарнă. Кинетографран техники енчен йӳнĕрех те ансатрах системăна American Mutoscope Company кăларнă, вăл хăвăрттăн «пип-шоу» автомачĕсен пасарĕнче мала тухнă[6]. Мутоскоп принципĕпе кинеограф пекех ĕçленĕ, фильмăн уйрăм кадрĕсем пиçĕ картăчкасем çине пичетленĕ, вĕсене çавра стержень çине вырнаçтарнă, ăна вара куракан алăпа çавăрттарнă[7].

Машина ăшĕнче картăчкăсене Артур Марвинăн пиччĕшĕ, Biograph компанине никĕслекенсен пĕри - Генри Марвин — шутласа тунă электролампăсемпе çутатнă. Автоматăн малтанхи версисенче çапăнса килекен хĕвел çутипе усă курнă[8].

Музейри мутоскоп. Англи

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Моррис, Натали. Немой Шерлок: Холмс и раннее кино // Шерлок Холмс. Человек, который никогда не жил и поэтому никогда не умрёт / Сост. А. Вернер. Пер. с англ. М. Фетисова. — М.: Издательство АСТ, 2016. — ISBN 978-5-17-092245-1

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Внимание, розыск. МК-Бульвар № 641 (13-ака-2000). çăлкуçран архивланă 14 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2012.
  2. ^ 1 тата 2 Tuska Jon The Detective in Hollywood. — New York: Doubleday, 1978. — ISBN 978-0-385-12093-7
  3. ^ Jim Harmon Radio Mystery and Adventure and Its Appearances in Film, Television and Other Media. — Jefferson, North Carolina: McFarland & Company, 2003. — ISBN 978-0-7864-1810-7
  4. ^ McKuras, Julie 100 Years Ago: Sherlock Holmes Baffled // Friends of the Sherlock Holmes Collections Newsletter. — Minneapolis: Friends of the Sherlock Holmes Collections, University of Minnesota Libraries, 2000. — Т. 4. — № 4.
  5. ^ Spehr, Paul C. Moving Images: From Edison to the Webcam / Fullerton, John and Widding, Astrid Söderbergh. — Sydney: John Libbey & Co, 2000. — ISBN 978-1-86462-054-2
  6. ^ Slide, Anthony The New Historical Dictionary of the American Film Industry. — Lanham, Maryland: Scarecrow Press, 1998. — ISBN 978-0-8108-3426-2
  7. ^ Musser Charles The Emergence of Cinema: The American Screen to 1907. — Berkeley: University of California Press, 1994. — ISBN 978-0-520-08533-6}}
  8. ^ Hendricks, Gordon Beginnings of the biograph: the story of the invention of the mutoscope and the biograph and their supplying camera. — Berkeley: Beginnings of the American Film, University of California Press, 1964.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]