Контент патне куҫ

Апу Джафар ат-Тахавĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Апу Джафар ат-Тахавĕ
арап. أبو جعفر الطحاوي
Çуралнă вăхăт: 843 ç. тата 229 ç. хиджрăпа
Çуралнă вырăн: Икĕпат, Таха ялĕ
Вилнĕ вăхăт: 933 ç. тата 321 ç. хиджрăпа
Вилнĕ вырăн: Икĕпат

Абу Джафар Ахмад Ибн Мухаммад ат-Тахави (843 ç./229 ç. хиджрăпа, Мисĕр, Таха ялĕ) - паллă мăсăльмансен суннит ăслăхçă, ханафи мазхăбĕн чи паллă çынсенчен пĕрри.

Пурнăçепе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Имам Абу Джафар ибн Мухаммад ибн Саляма аль-Азди аль-Хаджри Мисӑрта (Икĕпатра), Таха ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн Йӗмӗнран (Йеменран) тухнӑ мӑн аслашшӗсем Мисӑр (Икĕпат) Хӗлифелӗхпе (Халифатпа) пӗрлешнӗ чухне Йӗмӗнран Мисӑра куҫса кайнӑ. Унăн çуралнă кун вăхăчĕ çинчен тĕрлĕ шухăш пур — тĕрлĕ пурăнăç (кун)-çулĕ çыракансем (биографсем) 229/843, 230/844, 238/852, 239/853 çулсене асăнаççĕ. Вăл 229 çулта хиçăрпа (хиджрăпа) çуралнă тесе çырать Имам ас-Самани тата çак шухăш тĕрĕсрех пулать. Имам 321/933 çулта Мисăрта вилнĕ. Имама Абу Дауд, ан-Насаи вĕрентекенĕ, чаплă мухаддис Абу Муса аль-Мисри арăмĕ тăрантарса усранă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ амăшĕ пулнă. Аш-Шафирен, тÿрех пĕлÿ илекен амăшĕ вĕреннĕ çын пулнă.  Унăн пиччĕшĕ ăмам аль-Музани Мисĕрти шафи мазхабĕ майлă çынсенчен чи паллă, витĕмлĕ çын, ăмам Шафи чи лайăх вĕренекенĕ шутланнă, çавăнпа та кĕнекесенче амăшне ухт-Музани е умм-Тахави тĕççĕ. Пиччĕшĕ çÿренĕ пек, вăл ăмам Шафи урокĕсене пĕлÿ илме çÿренĕ, Шафи мазхабĕн пĕлтерĕшлĕ ăслăлăхçи пулса тăнă. Имам ас-Суюти ун пирки çапларах çырать:  «Вăл имам Шафи кружокĕнче ирттернĕ уроксене çÿренĕ, имам Рафи вара  «закят» пайĕнче ăна асăнать. Ас-Субки, аль-Иснави хăйсен шафи мазхабĕн ăслăлăхçисен кун-çулĕ çинчен пуххисенче те ăна асăнаççĕ». Çакăнпек ăс-тăнлă çынсем хушшинче пурăннă имам ат-Тахави, мĕн ачаранах тĕн ăслăлăхĕсен енне туртăннинче ним тĕлĕнмелли те çук. Вăл ача чухнех ĕнтĕ Куран пăхмасăр пĕлнĕ, ашшĕн тата ытти ăслăлăхçăсен урокĕсене çÿренĕ. Имам ат-Тахави хадис тата фикх питĕ тарăн вĕреннĕ, ăна ун вăхăтри чи аслă хадисçăсенчен тата факихсенчен пĕри шутланă. Вăл Мисĕрти шафи фикх юлашки ертÿçи пулнă, тесе çырать Абу Исках аш-Ширази. Вăл амăшĕн пиччĕшĕ имам аль-Музани ертсе пынипе шафи фикх вĕренме пуçлать, ун хыççăн шейх Абу Джафр Ахмад ибн Аби Имран ертсе пынипе ханафи мазхабне вĕренме тытăнать. 268 (882) çулта ат-Тахави ханафи мазхабне малалла вĕренес тĕллевпе Сирине куçса каять, унта Сирин тĕп кадийĕ Кади Абу Хазим Абдуль-Хамид ибн Джафар вĕренĕкенĕ пулса тăрать. Çав кади нумай шейхсенчен хадис илнĕ, унăн нумай паллă вĕренекенĕсем пулнă. Вăл нумай чылай пĕлтерешлĕ ĕçсен авторĕ, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене асăнатпăр:  Шарх Ма’ани  аль-Асар,  Мушкиль аль-Асар,  Ахкям  уль Коран, Ихтиляф  уль  уляма, Ан-Навадир  аль  Фикхиййя, Китаб  аш-Шурут аль-Кабир, Аш-Шурут аль-Авсат, Шарх аль-Джами ас-Сагир, Шарх  аль-Джами аль-Кабир,  Аль-Мухтасар,  Манакиб Аби Ханифа, Тарих  аль-кабир, Ар-Радд  аля  Китаб аль-Мудаллисин,  Ар-Радд  аля Аби Убайд, Ар-Радд аля Иса бин Аббан, Хукм ‘Аради Мака т.ыт. ĕçсем. Имам Тахави хăй ĕмĕрне вĕрентсе тата кĕнекесем çырса ирттернĕ. Вăл çырнă тафсир пирки пысăк кĕнеке нумаях пулмасть анчах тупăннă. Кун-çулĕ çинчен çыракансем çырнă тăрăх, Тахавин ихтиляф çинчен çырнă ĕçĕсем анчах 130 томсенчен тăраççех.  Шел пулин те, çав ĕçсем ку таранччен пурăнайман. Çапах та ĕçĕн ханафи мазхабĕн аслă ăслăлăхçă, муфассир Абу Бакр аль-Джассас (вил. 370/981) тунă, Истанбулта сыхланса юлнă кĕске варианчĕ пур. Тахави куккăшĕнчен – имам аль-Музанирен - илнĕ «Сунан аш-Шафии» ятлă хадиссен пуххине çутта кăларать, хадиссене классификацилени çинчен çырать. Фикх ыйтăвĕсемпе çыхăннă хадиссене ăнлантарса паракан «Шарх ма’ани  аль-Асар» ятлă ĕç кăларать. Имам ат-Тахавин фикхпа çырнă кĕнекисенчен чи пĕлтерĕшли вăл «Мухтасар» шутланать. Унăн ĕçĕсенчен чи паллă ĕç вăл «Акыда  ат-Тахавийя (Тахави тĕн вĕрентвĕвĕ)» ятпа паллăскер - «Баян ас-Сунна  валь-Джама’а». Калӑпӑшӗпе пысӑках мар, анчах пысӑк пӗлтерӗшлĕ нихăçан кивелми, кашни мăсăльманăн мĕн пĕлмеллине, мĕне ĕненмеллине асăнса тухакан текст.

Имам Абу Джафар ат-Тахави çинчен ăслăхçасем калани:

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Масляма ибн аль-Касим çапларах каланă: «Вăл хисеплĕ, сумлă, тĕрлĕ шухăшсене, ăслăхçăсен ĕçĕсене пĕлнĕ, шанăçа тивĕçлĕ çын пулнă.»
  • Ибн Абдиль-Барр аль-Малики «аль-Джавахир  аль-Мудыйя» ĕçĕнче çапларах каланă: «Вăл Куфа ăслăлăхçисен кун-çулĕсене, вĕсен фикх пĕлÿлĕхĕн шайне пĕлекен çын пулнă. Унсăр пуçне тата мазхабсем пирки те нумай пĕлнĕ».
  • Хафиз Абу аль-Фарадж ибн  аль-Джаузи каланă: «Вăл вичкĕн ăслă, фикх пĕлекен, хадиссене малалла парса ярас ĕçре шанăçа тивĕçлĕ, чипер кĕлеткеллĕ çын пулнă. Пурте унăн лайăх енĕсем çинчен, вăл нихăçан та суйманни çинчен, вăл сахаллипех килĕшни çинчен тата унăн сăпайлăхĕ çинчен каланă».
  • Хафиз Ибн аль-Асир каланă: «Вăл ханафи мазхабĕн факихĕ, имамĕ пулнă. Хадиссене малалла парас ĕçре шанăçа тивĕçлĕ çын пулнă».
  • Хафиз Ибн Касир каланă: «Ханафи мазхабĕн факихĕ, усăллă ĕçсен авторĕ, хадиссене малалла пама ăстасенчен пĕри, асра тытма ăста пулнă».
  • Имам Джалялюддин  ас-Суюти имам çапла каланă: «Имам, сумлă ăслăлăхçă, хадис пĕлĕвĕн ăсти, хăйне евĕрлĕ сайра ĕçсен авторĕ, факих, ун пекки урăх пулман».
  • Шамсуддин ад-Давуди каланă: «Имам, паллă ăслăлăхçă, нумай хадис пăхмасăр пĕлнĕ».

Ат-Тахави имам биографийӗ 2023 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. — "Абу Ханифа Еткерлӗхӗ"сайт.

Абу Джафар ат-Тахави пурăнăç çулĕ islamdag.ru çĕртмен 16-мӗшӗ 2011