Аракс (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Аракс, — Кавказхыçĕнчи юханшыв, Кура юханшывĕн тĕп юппи.

Араксăн вăтам юхăмĕн чылай тăршшĕ тăрăх Арменипе Азербайджанăн Турципе Иран хушшинчи чиккисем иртеççĕ. Аракс бассейнĕ шутне Армени лаптăкĕн 76% кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 1072 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 102 пин км2. Юханшыв тăрăх карапсем ишме пултараймаççĕ.

Аракс юпписем: Ахурян, Севджурпа Касах, Раздан, Арпа, Азат, Веди, Воротан, Сарысу, Карасу, Арпачай, Нахичеванчай, Акера, тата ыттисем.

Юханшыв хĕрринче Джульфа, Ордубад, Мегри, Агарак, Саатлы хулисем вырнаçнă.