Арлӑх диморфизмӗ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Арӑслансем, аҫипе ами

Арлӑх диморфизмӗ(ав.-грек. δι- — иккӗ, μορφή — калӑпӑш) — чӗрчунсен пӗр биологи тӗсӗн аҫисемпе амисен хушшинчи анатоми уйрӑмлӑхӗ. Арлӑх диморфизмӗ тӗрлӗ физикӑлла паллӑсенче пулса курӑнма пултарать.

  • Пысӑкӑшӗ. Ытларах чух сӗтпе ӳсекенсен тата чӑх йышшисен аҫисем амисенчен шултрарах та йывӑртарах. Кайӑксен нумайӑшӗ (уйрӑмах тискеррисен), ҫĕрти-шыврисен тата пакальчӑк ураллисен, яланхи пекех, амисем аҫисенчен пысӑкрах. Тимӗр шапасемпе ҫӗленсен амисем аҫисенчен пысӑкрах; калтасен вара, аҫисем амисенчен пысӑк; гекконсем амисем аҫисенчен пысӑккипе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ.
  • Ҫӳҫ е ҫӑм ӳсни. Арҫынсен, арӑслансен е бабуинсен.
  • Тӗсӗ. Вӗҫен кайӑксен тӗкӗсен тӗсӗ, уйӑрӑмах кӑвакал йышшисен.
  • Ӳт-тир. Пӑлан йышшисен мӑйрака, автансен хӗрлӗ ӳт пӳҫӗ ҫинче ӳсет.
  • Шӑлсем. Ӗнчӗ пилӗн аҫин асав шӑлсем, моржсемпе хир сыснисен аҫисен асав шӑлӗсем шултрарах.

Хӑшпӗр чӗрчунсем, чи малтанах пулӑсем, арлӑх диморфизмӗне чупнӑ вӑхӑтра ҫех кӑтартаҫҫӗ. Пӗр теори тӑрӑх, хӑш пайташӗ ытларах несӗлӗсене пӑхса ӳстерет, ҫавӑн арлӑх диморфизмӗ хытӑрах курӑнать. Тата ку полигами шайӗн виҫевне кӑтартать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шимкевич В. М. Половые отличия // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  • Дарвин Ч. (1953) Происхождение человека и половой отбор. Соч., 5, М.-Л.
  • Уоллес Л. (1911) Дарвинизм. М.