Архитектура палăкĕ
Курӑнакан калӑплав
Архитектура палăкĕсем тата хула тăвас палăксем — вырăнтан куçман (архитектураллă çурт-йĕр шалти тата тулаш ĕнĕн пайĕсем) наци е халăхсен хушшинче тивĕçлĕ вырăнта тăракан материаллă тата чун хавал пултарулăхĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тăвăмĕсем. Хальхи вăхăтри раççей сакунĕнче «архитектура палăкĕ» тенĕ вырăнне е «объект культурного наследия», е çавăнпа пĕр хаклă «вырăнтан куçман историпе культура палăкĕсем» теççĕ.
Архитектура палăкĕсем çаксем пулаççĕ:
- уйрăм çурт-йĕр;
- архитектура ансамблĕсемпе ушкăнĕсем;
- хула варрисем;
- кварталсем;
- лапамсем;
- урамсем;
- сыхланса юлнă авалхи çурт-йĕр, е пайĕсем;
- граждан çурт-йĕрĕ, промыçлăх, çар, культ архитектури, халăх ăсталанă çурт-йĕрпе унпа çыхăннă монумент, ӳнер, ал-ĕç капăрлатăвĕ, пахча-парк ӳнерĕн хайлавĕсем;
- çулçанталăк ландшафчĕсем.