Контент патне куҫ

Асамçă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Асамçă (асамăç, асаймăç) — тухатмăш, юмăç. /Арабсен, тутарсен "азан" "кĕлĕне чĕнни" сăмахран чăваш чĕлхине кĕнĕ/. Чăваш чĕлхинче, тĕнĕнче тухатмăш ăнлава палăртать. Куç ӳкерекен, ăсран кăларакан, ăсран пăсăлнă çынна сыватакан.

Ырă асамçă — ырă ĕç тăвакан, чирлĕ çынсене чĕртекен. Инкек лекнĕ çамрăк мăшăрсен çемйине йăпатса, тухатласа, кĕлĕ туса асамласа сывлăха тавăрма, йĕркене кĕме пулăшакан.

Усал асамçă — усал ĕç тăвать. Асар-писер кăларса, ухмахланса, кĕлĕ туса курайман çын çине усал, ылхану ярать тет, ăсран кăларап тесе хăратать имĕш. Ăслăлăх-вĕренӳ шайĕ ӳснă хыççăн асамçăсем хисепрен тухнă.