Атăлçи Пăлхар эпиграфика палăкĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
1349-мĕш çулхи чул юпа. Тутарстанти Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш
Çыруллă чул юпа катăкĕ. Пăлхар хулинчен.
Аксу районĕнчи Кивĕ Саврăш патĕнчи тепĕр чул юпа (1347)

Атăлçи Пăлхар эпиграфика палăкĕсем — вăтам ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тата Ылттăн Уртари çав ятпах паллă тăрăхăн эпиграфика палăкĕсем.

Чăннипе илсен, монголсемчченхи Атăлçи Пăлхартан çак ятпа асăнмалли япаласем çукпа пĕрех темелле, çавăнпа та кунта ытларах 13-14 ĕмĕрсенчи чул палăксем çинчи эпитафисем пирки сăмах пырать.

Палăксен йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

13-14-мĕш ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар эпиграфика палăкĕсен тупса палăртнă йышне уйрăм регионсем тăрăх пăхса палăртма аван.

  1. Пăлхар хулашĕн территорийĕнче тупса палăрнисем — 158 штук
  2. Саккам территорийĕнче тупса палăрнисем (Пăлхар хулашĕсĕр пуçне) — 128 штук
  3. Хусан хулин таврашĕнче тупса палăртнисем — 26 штук
  4. Атăлăн сылтăм çыранĕнче тупса палăрнисем — 50 штук

Çапла вара, пурне те пĕрле хушсан 362 штук. Ку цифрăсене пурне те Д. Г. Мухаметшин кĕнекинчен илнĕ[1].

Мĕнпур кунашкал палăксен йышĕ, чăнах та, 400 патнелле çывхарса пырать[2].

Хальхи тĕпчевçĕсем шута илнĕ мĕнпур 362 палăка пăхса тухма тăрăшаççĕ. Гарун Юсупов пăхса тухнă палăксен шучĕ 200 таврашнелле теме пулать (палăксен 90% р,л-чĕлхепе тенĕ вăл). Марсель Ахметзянов 161 палăка пăхса тухнă, ятарлă таблица тунă. Р,Л-чĕлхеллĕ палăксен йышĕ 90 процентран чылай каярах тесе палăртнă. Анчах та Д. Г. Мухаметшин кĕнекинчен з,ш-чĕлхеллисем 4 штук çеç пулни курăнать.

Н. И. Ашмарин хăйĕн «Болгары и чуваши» кĕнекинче Атăлçи пăлхарсен 12 эпитафине илсе кăтартнă теççĕ, анчах та вăл чăннипе 93 палăка пăхса тухнă. Кĕнеки компактлă пултăр тесе, пурне те унта асăнман.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хузангай А. П. Булгарские эпиграфические памятники — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Хузангай А. П. Диглоссия и типология языковой ситуации в Волжской Булгарии: функциональный и этнический аспекты. // Волжская Болгария (Булгария): этнокультурная ситуация и общественное развитие: материалы научного семинара (Чебоксары, 13 апреля 2011 г.) / сост. и науч. ред. Г. А. Николаев. — Чебоксары: ЧГИГН, 2012. — 132 с., ил. — (Тюркские племена и государства Евразии в древности и в Средние века; вып. 1). ISBN 978-5-87677-174-2
  • Хакимзянов Ф.С. Эпиграфические памятники Волжской Булгарии и их язык. М., 1987;
  • Юсупов Г.В. Введение в булгаро-татарскую эпиграфику. М.–Л., 1960;
  • Pritsak O. Die bulgarische Fürstenliste und die Sprache der Protobulgaren. Wiesbaden, 1955;
  • Róna-Tas A., Fodor S. Epigraphica Bulgarica: A Volgai Bolgar – török feliratok. Szeged, 1973;
  • Tekin T. Volga Bulgar kitabeleri ve Volga Bulgarcasi. Ankara, 1988;
  • Erdal M. Die Sprache der Wolgabulgarische Inschriften. Wiesbaden, 1993.

Чăваш республикин территорийĕнчи палăксем пирки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Волков И.В., Мадуров Д. Ф. Белокаменные надгробия с эпитафиями с территории Чувашии[3] // Мадуров Д.Ф. декоративное искусство и праздники чувашей(ĕçлемен каçă). — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2004. — с. 287, ил. — С. 46-51.
  • Каховский В. Ф. Булгарские памятники на территории Чувашии // История исследования археологических памятников в Чувашском Поволжье и материалы по антропологии чувашей. Чебоксары, 1995.
  • Милли (Прокопьев) А Н. Отчёт о поездке с целью фотографирования древнечувашских надгробных надписей в пределах Чебоксарского и Цивильского уездов (1925 г.) // НА ЧГИГН. Отд. I. Ед. хр. 20. Инв. № 990. Л. 248-278.
  • Михайлов Е. П. Фотоснимки надгробных камней, сделанные входе экспедиции 1984 г. в Комсомольском, Яльчикском, Батыревском, Шемуршинском районах Чувашской АССР // НА ЧГИГН. Отд. И. Ед. хр. 803. Инв. № 7021.
  • Мухаметшин Д. Г., Михайлов Е. П., Иванов В. Н. (Алмантай). Эпиграфические памятники Чувашии. // Волжская Болгария (Булгария): этнокультурная ситуация и общественное развитие: материалы научного семинара (Чебоксары, 13 апреля 2011 г.) / сост. и науч. ред. Г. А. Николаев. — Чебоксары: ЧГИГН, 2012. — 132 с., ил. — (Тюркские племена и государства Евразии в древности и в Средние века; вып. 1). ISBN 978-5-87677-174-2
  • Усманов, Венер Мударисович. Чувашстан Республикасы татар эпиграфик һәйкәлләре Казан, 2022.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Мухаметшин Д. Г. Татарские эпиграфические памятники. Региональные особенности и этнокультурные варианты. Серия «Археология евразийских степей». – Выпуск 6. – Казань: Институт истории АН РТ, 2008. – 132 с. илл. — С. 85-99.
  2. ^ Кун пирки А. П. Хусанкайăн Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статйинче те каланă.
  3. ^ Вырăсла çапла хушса çырнă: "Этот раздел подготовлен при содействии кандидата исторических наук, эпиграфиста И.В. Волкова (Институт культурного и природного наследия)."