Атăлпа Урал хушшинче

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Атăлпа Урал хушшинче — Тутар, Чăваш, Пушкăрт, Удмурт, Мордва, Мари Эл тата Коми республикисен радио-проекчĕ.

Тĕллевĕ — регионсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, халăхсен хутшăнăвне, культура çыхăнăвне, диаспăрăсен пурнăçĕпе ĕç–хĕлне туллин çутатасси. Хыпарсем, тĕрленчĕксемпе очерксем эфирта тăтăш янăраççĕ. Радиожурналистсем тĕрлĕ темăпа радиокĕперсем йĕркелеççĕ, репортажсем хатĕрлеççĕ.

Ертӳçĕ — Николай Мулянов.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн пурнăçне радиожурнал 1958 çулта пуçланă. Совет Союзĕ арканнă хыççăн упранса юлнă пĕртен пĕр кăларăм халĕ те кашни вырсарни кун тухса тăрать. Радиожурнал информаци уçлăхĕнче хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тахçанах йышăннă, Атăлçи федераци тăрăхĕнче пурăнакансем çак кăларăма кăмăлласа итлеççĕ.

Журналистсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николай Мулянов[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Мулянов асăннă журналпа тачă çыхăну тытма пуçланăранпа кăçал шăпах çирĕм çул çитрĕ. Вăл йĕркеленĕ кăларăмсем: «ЭРА: экономика, расчет, анализ», «Мозаика», «Будни ЖКХ», «Ракурс» хальхи пурнăçăн тĕрлĕ енĕсене уçса параççĕ. Вун çиччĕ çул ытла вăл Чăваш радиора «Столичный курьер» кăларăмĕнче вăй хунă.

Кулленхи ĕç-пуç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Атăлпа Урал хушшинче» радиожурналăн редакци коллегийĕ çулталăкра пĕрре проекта хутшăнакан республикăн тĕп хулинче ирттерекен хăйĕн анлă ларăвĕнче мĕн тунине пĕтĕмлетсе малашлăхри ĕç планне çирĕплетет. 2009 çулта хăнасене „Чăваш Ен” телерадиокомпани йышăнннă. Çитес çулта тĕл пулу вырăнĕ Мари Эл республикин тĕп хули Йошкар-Ола пулма тивĕçнĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Чăваш Енĕн радиостанцисем