Аттăк упасарри
Аттăк упасарри (лат. Pteridium) — Деннштедтий йышшисем (Dennstaedtiaceae) ямахатри (йышри) курăкла упасаррилле ÿсентăрансен речĕ (кăкĕ).
Чи паллă тĕс — ахаль аттăк упасарри.
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Кашăк аври курăкĕ – нумай çул ӳсекен упа сарри йышши курăк. Пирĕн тăрăхра чи анлă сарăлнă курăксенчен пĕри. Кашăк аври курăкĕ Çĕр чăмăрĕ çинче, Артикăсăр, пушхирсемсĕр пуçне пур çĕрте те тĕл пулать.
Пирĕн тăрăхра пур çĕрте те пур, вăрмансенче ĕрчет. Ытларах чухăн çĕрсене акшар çĕрсене килĕштерет. Хăш чухне пысăк лаптăксем çинче хунать, унта ытти курăксем ун пек чух ӳсеймеççĕ. Ку курăк хăйĕн кирек хăш пайĕпе те ĕрчет, вăрман каснă тата хăртнă вырăнсенче хăвăрт сарăлать.
Улăхсемпе кĕтӳ çаранĕсенче ĕрчесен пĕтерме йывăр.
Биологи сăнлавĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]150 сантиметр çӳллĕшне çитĕнет, анчах чылай чухне 30см пуçласа 100 см.-тан иртмест. Тымарĕсем лайăх аталаннă, тĕрлĕ еннелле каякан тĕп тымартан вĕттисем саланаççĕ. Çулçисем ик-виç хут тĕклĕ, хăйне евĕрлĕ шăршă сараççĕ, виçкĕтеслĕх евĕрлĕ курăнаççĕ. Тусанлăхĕсем çулçă хĕррипе вырнаçнă, утă тата çурла уйăхĕсенче пулса çитеççĕ.
Усă курасси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кашăк аври курăкне сиплевре усă курма пулать. Тымарĕсем унăн крахмалпа пуян, çилĕм тума аван, сăра вĕретнĕ чуне те усă курма пулать. Сысна йышши чĕрчунсем тымарне юратаççĕ (ытти выльăх валли наркăмăшлă).
Ял çыннисем унăн çулçипе пахчаçимĕçе çĕрĕк ересрен сыхлама усă кураççĕ. Çулçисене çунтарсан унпа тăпрана пулăхлатма лайăх, çавăн пекех супăнь вĕретнĕ, кантăк хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ.
Галерея
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Pteridium aquilinum var. decompositum
-
çамрăк çулçă
-
çамрăк çулçă
-
урлă касни
-
(ризома)
-
çулçă пайĕсем
Kristian Peters ӳкерчĕкĕсем -
кĕркунне
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- World fern species list - Pteridium 2011 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Independent page devoted to bracken (uses older classification scheme) 2002 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Link to a study on the links between cancer and bracken.
- Bracken for Butterflies 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. by Butterfly Conservation