Аффиксоид
Аффиксоид (гр. affix + oid «евĕрлĕ») , — аффикс евĕрлĕ морфема тенине пĕлтерет. Çак ыйтăва час-часах хутлă сăмахсене тишкернĕ чух пăхаççĕ, ку тĕлĕшрен уйрăмах кĕскелсе пулнă хутлă сăмахсенчи элементсем кăсăклă.
Тĕслĕхрен улмуççи сăмаха илеççĕ. Вăл улма йывăççи сăмах майлашăвĕнчен пулса кайнине, ку сăмахра улма, йывăç тата -и (камăнлăх категорийĕн 3 сăпат аффиксĕ) хăйсен пĕлтерĕшĕсене çухатнă тесе ĕнентереççĕ. Анчах кунта улм пĕрремĕш тымар морфемăн пĕлтерĕшĕ кăна мар, кӳлепи те хитре сыхланса юлнă, улми (улм-и; сад улм-и) тенĕ чухне эпир тымар морфема вырăнĕнче улм алломорф пулнине куратпăр + -и — камăнлăх категорийĕн 3 сăпат аффиксĕ. Çав вăхăтрах улмуççи тенинчен -уçç элемент кăна тăрса юлнă. Çак элемент хальхи чĕлхере сăмах картине кĕме мар, аффикс шутĕнче те тăмасть: чăваш чĕлхинче кун пек аффикс пуррине никам та халиччен кăтартман. Ку пулăма хутруççи, пăртуççи, урлуççи, ярнуççи, çатмараççи сăмахсенче те курма пулать.
Улмуççи сăмахра иккĕмĕш у сасă сăмах пуçламăшĕнчи у сассăн витĕмĕпе пулнă теме пулать, анчах та пăртуççи, ярнуççи сăмахсенче ку пулăма ăнлантарма йывăр.
Улмуççи сăмахра та, ытти сăмахсенчи пекех, -уçç нимĕнле те тымар морфема шутланма пултараймасть. Кăна аффиксоид тени тĕрĕсрех пулать, мĕншĕн тесен вăл тымар морфема пулма пăрахнă (тымар морфема пулнине ăсра кăна сăлтавлатпăр), аффикса тухса каяйман, анчах та ăна аффиксоид «аффикс евĕрлĕ элемент» теме пулать. Çапла вара, аффиксоид тени тымар морфема вырăнĕнче те, аффикс морфема вырăнĕнче те çӳрекен элемент, анчах та ăна тымар морфема теме çук.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сергеев В.И. Морфемикатата морфонологи: Лекцисен конспекчĕ. Ш., 2001.