Контент патне куҫ

Ахмет Давутоглу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ахмет Давутоглу (2009)

Ахмет Давутоглу (туркк. Ahmet Davutoğlu) — турккă политологĕ, академикĕ тата элчи. 2009 çултанпа — Турцин ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ.

Авланнă, тăватă ача ашшĕ. Акăлчанла, нимĕçле тата арапла калаçать[1].

Ахмет Давутоглу 1959 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнчĕ Турцин Конья илĕнчи Ташкент хулинче çуралнă. Ăстампулти арçын лицейне вĕренсе пĕтернĕ. 1999 ç. ăна профессор ятне панă.

Халлĕхе Ахмет Давутоглу Турци политикине пысăк витĕм кӳрет[2]. WikiLeaks сайчĕпе килĕшӳллĕн, американ дипломачĕсем ăна «чи хăрушă çын» тесе шутлаççĕ[3].

Акăлчанла
  • Alternative Paradigms: The Impact of Islamic and Western Weltanschauungs on Political Theory. University Press of America, 1993;
  • Civilizational Transformation and the Muslim World. K. L., Quill, 1994;
  • Rewriting of Muslim Politics in the 20th Century: A Retrospective. Border Crossings (ed. Fred Dallmayr, Lexington, 2000, 91-112).
Турккăлла
  • Tarih idraki oluşumunda metodolojinin rolü: Medeniyetlerarası etkileşim açısından dünya tarihi ve Osmanlı. Divan Dergisi, 1999/2;
  • Stratejik derinlik: Türkiye'nin uluslararası konumu. Küre Yayınları, 2001;
  • Küresel Bunalım. Küre, 2002;
  • Osmanlı Medeniyeti: Siyaset İktisat Sanat. Klasik, 2005.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]