Бабий Яр
Паллă вырăн | |
Бабий Яр | |
Бабий Яр (укр. Бабин Яр) — Киев хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчи Лукьяновка тата Сырец районӗсем хушшинчи тарӑн шырлан, ҫырма. Бабий Яр ҫинчен пӗтӗм тӗнче гражданлӑ халӑха, чи нумаййи еврейсене, вӗсенчен ытларах хӗрарӑмсем, ачасем тата ватӑсем пулнӑ (вӑйпитти арҫынсем вӑрҫӑра, Хӗрлӗ ҫарта пулнӑ), цыгансене, тата тыткӑна лекнӗ совет ҫар ҫыннисене, Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче нимӗҫ ҫарӗсем персе вӗлернӗ хыҫҫӑн пӗлнӗ.
Пӗтӗмпе ҫӗр (е ҫӗр аллӑ пин ҫын. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, Бабий Ярта еврейсене кӑна 150 000 ҫын (Киева тата Украинӑн ытти хулисен ҫыннисем) персе вӗлернӗ. Бабий Ярта 29 ҫын ҫӑлӑнайнӑ.
Бабий Ярта темиҫе палӑк та лартнӑ, Холокостра вӗлернисене тата ытти совет гражданӗсене те.
Айӑплисен шӑпи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]4a зондерушкӑн пуҫлӑхӗ Пауль Блобель 1948 ҫулта тӳресем ҫакса вӗлерме хушнӑ, 1951 ҫулта ӑна Ландсберг тӗрминче вӗлернӗ.
Киев полицин пуҫлӑхӗ Андрей Орлик (чӑн ячӗ Анатолий Конкель) авăн уйăхĕн вӗлерӗвӗсем хыҫҫӑн кӗҫех полицирен тухса кайнӑ. Вӑрҫӑ пӗтес вӑхӑтра Анатолий Орлик "Галичина" СС дивизийӗнче ҫӗрпӳ пулса хӗсметре тӑнӑ, Анӑҫ тӑмарсене тыткӑна лексе Римини (Итали) лагерӗнче пулнӑ. Каярах, ытти дивизи ҫыннисем пекех, Анатолий Конкель Риминирен Аслӑ Британине кайнӑ, унта вӑл Анатолий Орлик ятпа лӑпкӑн пурӑнса 1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, 90 ҫула кӑштах ҫитеймесӗр Бирмингемра вилнӗ.
Киевӑн Хельмут Квитцрау генераллӑ комиссарне пачах айӑпламан, вӑл 1999 ҫулта вилнӗ. Тата ыттисенчен чылайӑшне чир сӑлтавӗпе хупласа ним айӑпсӑр хӑварнӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Круглов А. Трагедия Бабьего Яра в немецких документах. — Днепропетровск: Центр «Ткума»; ЧП «Лира ЛТД», 2011. — 140 с. ISBN 978-966-383-346-0.
- КНИГА ПАМЯТИ: БАБИЙ ЯР / АВТ.-СОСТ. И. М. ЛЕВИТАС. — К., 1999. (перечислены фамилии более 7000 человек).
- Расстрелы в Киеве и Ростове // Красная звезда. — 1941. — 3 декабря. — № 284 (5039). — С. 1.
- Що сталося у Бабиному Яру // Київська правда. — 1943. — 17 листопада. — № 7. — С. 3. (укр.)
- А. Авдеенко, П. Олендер. Бабий Яр // Красная звезда. — 1943. — 20 ноября. — № 274 (5645). — С. 3.
- О разрушениях и зверствах, совершенных немецко-фашистскими захватчиками в городе Киеве // Красная звезда. — 1944. — 29 февраля. — № 50 (5730). — С. 2.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Национальный историко-мемориальный заповедник Бабий Яр
- Снимки расстрелов в Бабьем Яру.
- Бабий Яр — вечный отзвук Холокоста
- Александр Бураковский Мемориализация еврейской трагедии в Бабьем Яру: история и современность. «Телекритика» (2008-09-17). çăлкуçран архивланă 17 Ҫурла уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 13 Ҫурла уйӑхӗн 2012.
- Юрий Окунев. «Предел и барьер Бабьего Яра». К 70-летию трагедии