Багапш Сергей Васильевич
Курӑнакан калӑплав
Сергей Васильевич Багапш — Абхази патшалăхĕн политика ĕçченĕ, Абхази Республикин президенчĕ. Вăл 1949 çулхи пуш, 4 кунĕнче çуралнă. Халĕ Сухумире пурăнать.
Sergei Bagapsh.jpg
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сергей Васильевич Грузин субтропик хуçалăх институтĕнче агроном ĕçне вĕренсе тухнă. Вĕренӳ вăхăтĕнче эрех заводĕнче тата Госсбанкра инкассатор пулса ĕçленĕ.
- 1972 —Моквăри эфирпа çу тăвакан совхозăн агрономи уйрăмĕн пуçлăхĕ, çарти хĕсметре тăнă, кайран комсомол ĕçĕнче —Абхази комсомол обкомĕн инструкторĕ.
- 1978 — Грузи ЛКСМ ЦК информаци секторĕн пуçлăхĕ; Грузи ЛКСМĕн Тĕп Комитечĕн (ТК) хулара тата ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ.
- 1980 — Грузи ЛКСМ-ĕн Абхази обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ.
- 1982 —Грузи КП Очамчир РК 1-мĕш секретарĕ.
- 1992 — Абхази АССР-ĕн Совмин ертӳçĕн 1-мĕш çумĕ.
- 1993 — Абхази Республикин Совмин ертӳçĕн 1-мĕш çумĕ.
- 1995 —Абхази Республикин 1-мĕш вице-премьерĕ.
- 1997—1999 — Абхази Республикин премьер-министрĕ.
- 1999—2004 —«Черноморэнерго» Абхази энергетикă компанийĕн ертӳçĕ.
- 2005 — Абхази Республикин президенчĕ.
Сергей Багапш — Абхазин баскетбол федерацийĕн президенчĕ. Çемйеллĕ, икĕ ача ӳстерет.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- [http://www.abkhaziagov.org/ Сергей Багапш.